01 апреля 2011 г.
Комаровпа Гурьев (хушамачĕсене улăштарнă) лавкка çывăхĕнче эрех ĕçсе ларнă. Хаяр шĕвек пуçĕсене минретсе ярсан çакскерсем тавлашма тытăннă. Тем вăхăт каялла Гурьев Комаровран кивçен укçа илнĕ иккен. Тавăрса парассине вăраха тăснă. Гурьева çак калаçу йăлăхтарса çитернĕ, вăл юлташне тата унăн амăшне усал сăмахсемпе хăртма пуçланă. Кун пек мăшкăла чăтайман Комаров, вăл кÿрентерекене çапса антарнă, алли-урине хута янă. Кунпа та çырлахман урса кайнă Комаров, çĕçĕ туртса кăларса Гурьева 23 хутчен чикнĕ.
Йывăр сурансене пула лешĕ тăна кĕмесĕрех вилсе кайнă. Сехри хăпнă Комаров вилене автомобиль салонĕн хыçалти ларкăчĕ çине вырттарнă, машинăна чĕртсе вăрман еннелле çул тытнă. Саккун умĕнче явап тытма тивнине пит лайăх ăнланнă вăл. Чăтлăхра вăл тарăнах мар шăтăк алтнă, Гурьев виллине пĕркенчĕкпе витнĕ, ăна шăтăка ярса тăпрапа тата çулçăсемпе хупланă.
Çывăх çыннишĕн пăшăрханса ÿкнĕ тăванĕсем милицие евитленĕ. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн вĕçнелле служба йыттипе арçын виллине шыраса тупнă.
Суд çын вĕлерекене 9 çул та 6 уйăха тĕрмене хупма приговор кăларнă. Гурьев арăмĕ валли упăшкинчен кивçен илнĕ 9100 тенкĕне тата мораль енчен сиен кÿнине саплаштарма 150 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.