АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дима "ылтан" медале тивĕçнĕ

01 апреля 2011 г.

Элĕк поселокĕнче асăннă район пуçлăхĕн парнисемшĕн республикăри йăлана кĕнĕ XIV бокс турнирĕ иртнĕ. Çак ăмăртăва Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Çĕмĕрлерен, Канашран, Нижнекамскран, Чулхуларан, Çĕрпÿрен, Элĕкрен, Шăхасантан пĕтĕмпе 100 ытла спортсмен хутшăннă. Турнирта хăйсен вăйне 1999-2000, 1997-1998 тата 1995-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасем тĕрĕслесе пăхма пултарнă.

Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн командин йышĕнче Дмитрий Иванов (10-мĕш класра вĕренет), Валерий Леонтьев (6-мĕш (б) класс) тата Александр Перчаткин 5-мĕш (а) класс) пулнă. Дима пур тупăшăва та çĕнтерÿпе вĕçленĕ, ăна медаль тата грамота парса чысланă. Валерăпа Саша малти вырăнсене йышăнайман пулин те хăйсене турнирта тĕрĕслесе пăхма пултарнă. Малашлăхра вĕсем те çитĕнÿсемпе савăнтарасса шанса тăратпăр.

Ăмăртăва тухса кĕме пулăшнăшăн Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Егорова тата "Максимум" пĕрлешĕвĕн гендиректорне А.Германова тав сăмахĕ калатпăр.

Ю.ЗАХВАТОВ, тренер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика