01 апреля 2011 г.
1975-1980 çулсенче СССР Шалти ĕçсен министерствин Мускаври университетĕнче вĕренме тÿр килчĕ. Унта эпĕ Чĕмпĕр чăвашĕпе Юрий Курайкинпа тата Чăваш Енри Байсубаково ялĕнчен вĕренме пынă Николай Плотниковпа çывăх туслашнăччĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне виçсĕмĕр те паллă спортсменсемччĕ.
Юрий Владимирович кире пуканĕ йăтассипе Раççейри "Динамо" обществăн чемпионĕччĕ. Николай Васильевича хĕлле – йĕлтĕрпе, çулла çурран чупса çитекенсем çукчĕ. Туслăх пирĕншĕн халĕ те унчченхи пекех малти вырăнта.
Ю.Курайкин службăри должнăçĕпе Ульяновск облаçĕн Шалти ĕçсен следствин управленийĕн начальникне çитрĕ, юстици полковникĕ вăл. Н.Плотников министра та тухрĕ...
Чи интересли – виçсĕмĕр те шахмата кăмăллаттăмăр. Университетра иртекен турнирсенче эпир яланах малтисемччĕ. Эпĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, 20-25 шахмат хăми çинче саенссем те ирттернĕ. Университет профессорĕсем те выляма тăрăшатчĕç манпа. Çавăнпа манăн хушма ят та "Фишерччĕ". Çав çулсенче Николай Васильевич Крогиус гроссмейстерпа та çывăх паллашма тÿр килнĕччĕ. Вăл пире вĕрентетчĕ, хăй профессорччĕ тата психологи наукисен докторĕччĕ.
Эпир виçĕ тус час-часах пĕрле пухăнаттăмăр. Калаçу, паллах, хамăр тăван ене те çитетчĕ. Пĕррехинче Н.Плотников, сăмах майăн тенĕ пек, СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев хăйсен ялĕнче пулнине каласа панăччĕ. Ача чухне клубра та курнă вăл ăна. Пĕчĕкскерсем, шăкăр-макăрсем, унпа пĕрле фото та ÿкерĕннĕ. Паллă артистăн тĕлĕнмелле ырă кăмăлĕ пирки çав тери хавхаланса каласа кăтартатчĕ. Эпĕ вара вĕсене Борис Алексеевич 1967 çулта Муркаш районĕнчи Анаткасри шкула пырса кайнине хăпартланса каласа патăм.
Вăл вăхăтра пирĕн ялта клуб çукчĕ. Çавăнпа каçсерен кино е спектакльсене шкулта кăтартатчĕç. Çав пĕр кĕрхи каç Борис Алексеевич пире Ленин сăнарне хăйне евĕр ĕмĕрлĕхе асра юлмалла уçса пачĕ. Эпир, шкул ачисем кăна мар, ваттисем те унăн пултарулăхĕнчен питĕ тĕлĕннĕччĕ.
Каярах Борис Алексеевича 1975 çулхи çуллахи уйăхсенче Шупашкар хулинчи Надежда Крупская ячĕллĕ паркра час-часах кураттăм. Вăл унта канмалли кунсенче час-часах шахматла выляма çÿретчĕ. Эпĕ ун чухне çамрăк милиционерччĕ, мана унта шалти ĕçсен пайĕнчен йĕркелĕхе сыхлама яратчĕç. Борис Алексеевичпа пĕрре кăна мар шахматла выляма тÿр килнĕ. Вăл уçă гамбитсене юрататчĕ, Королевски текен гамбита уйрăмах пысăк ăсталăхпа вылятчĕ. Васкамасăр, лăпкăн тата тарăннăн шухăшлатчĕ.
Çакă та асра: парка час-часах хура костюмпа, шурă кĕпепе, галстукпа пыратчĕ. Хăй пысăк та паллă çын пулнине пĕртте палăртмасчĕ. Çакă нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх мар-и ĕнтĕ!
В.ПАСТУХОВ-АНАТКАС, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ.