01 апреля 2011 г.
– Раççейре чăх-чĕп ашĕ туса илесси çĕнĕ шая çĕкленнĕччĕ. Хамăр çĕршыва кăна мар, ютрисене те паха ашпа тивĕçтерме пултармаллаччĕ. Анчах çакна пăхмасăрах лару-тăру питĕ йывăр. Курскра ав чăх-чĕп фабрики чухăн пулнипе миллионĕ-миллионĕпе чĕп вилнĕ. Фабрикăсем çĕршывĕпех саланаççĕ. Халех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан чĕпсем малалла та вилĕç, фабрикăсенчи çынсем вара ĕçсĕр юлĕç, – тет Федераци совечĕн апат-çимĕçпе аграри политикин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Лисовский.
– Чăх-чĕп отрасльне çĕнетме нумай укçа хывнă. Анчах та 2009 çул вĕçĕпе 2010 çул пуçламăшĕнче ютран питĕ нумай аш кÿнипе хамăрăн продукци складсенче ишĕлсе выртнă. 2010 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне лару-тăру йĕркеленнĕччĕ, анчах та шăрăх кунсем пуçланчĕç. Выльăх апачĕн хакĕ ÿссе кайрĕ, сентябрьтен рынока татах Америкăран "Буш ури" килме пуçларĕ. Çавна май чăх ашĕн курттăм хакĕ 2 уйăхра 20 процент таран чакрĕ.
Пур фабрика та тенĕ пекех халĕ хăйшĕн тăкаклă ĕçлет. Курттăммăн туянакан чăх ашĕн вăтам хакĕ – 70-72 тенкĕ, вăтам хăй хаклăхĕ вара – 76-78 тенкĕ.
2010 çулти сентябрьтен выльăх апачĕ 2-2,5 хут ÿсрĕ, электроэнергипе çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ те самай хăпарчĕ. Тип çу (выльăх апачĕ хатĕрлемелли компонент) 25 тенкĕрен 52 тенке çитрĕ. Пирĕн правительство патшалăх резервĕнчен рынока выльăх апачлĕх тырă тăратса хака чакарма шантарнă. Анчах та çакă питĕ майĕпен пулса пырать. Çитменнине пулăшăвĕ палăрсах та каймасть. Мĕншĕн тесен туянакан тырă хакĕ çумне чукун çул тарифĕпе тиенишĕн тата пушатнишĕн тÿлесси хушăнать. Тĕрĕссипе патшалăх тырри чăх-чĕп ĕрчетекенсем патне рынокри хакран 10-15 процент кăна йÿнĕрех çитет.
Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталантарма çук. Пирĕн патшалăх 1 кг аш туса илнĕшĕн мĕнпурĕ те 2,5 тенкĕ кăна саплаштарать, урăхла каласан хăй хаклăхĕнчен 3 процент çеç. Европăра правительство хресчене хăй хаклăхĕнчен 30 процент ытла каялла тавăрса парать, енчен те тавар экспортланса Раççее каять пулсан тата 20 процент хушать.
Америка чăх-чĕпне Раççее кĕртме пăрахсан США правительстви 500 пин тонна аша пасартинчен пысăкрах хакпа туяннă. Пирĕн çĕршыва турттарма ирĕк парсанах аш туса кăларакансем хйсен таварне рынок хакĕнчен йÿнĕрехпе каялла туяннă.
Украинăра та чăх-чĕп ĕрчетекенсем валли тĕрлĕ субсиди пур. Тĕслĕхрен, унта НДС тÿлеттермеççĕ.
2010 çулти чăтма çук шăрăх çăва пула выльăх апачĕ хакланнă май дотаци парассине те икĕ хут ÿстермелле, патшалăх фондĕнчен паракан тырă хакĕ тоннишĕн 4500 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Ашпа апат-çимĕç хакĕ çине маркировка лартассипе техника регламенчĕ йышăнмалла. Çакăн пек тусан кăна тавар çине сиенлĕ веществосемпе шыв хушассине чакарма май килĕ. Халĕ вĕт кирек епле шульăк та тем те кăларма пултарать, çавăнпах сентресенче паха тавар тупма йывăрланса пырать.
2012-2013 çулсенче чăх-чĕп ашне ютран кÿрсе килессине 100 пин тонна таран чакармалла. Эпир хамăра хамăрах тăрантарма пултаратпăр!
Тавар туса кăларакансем ял хуçалăх, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствине мерăсем йышăнма ыйтса çырусем çыраççĕ. Хурав вырăнне – шăпăрт... е ĕç тунă пек кăтартни. Ял хуçалăхне хÿтĕлеме лартнă çынсем пирĕншĕн мар, ют çĕршывсемшĕн ĕçлеççĕ тейĕн...