АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агитбригада шкулсенче пулчĕ

01 апреля 2011 г.

2-мĕш номерлĕ професси училищин "Çамрăклăх" агитбригада ушкăнĕ виççĕмĕш çул "Хама валли професси суйласа..." программăпа хулари тата районти шкулсене тухса çÿрет. Училищĕре вĕренекенсем шкул ачисене электросварщик, слесарь, станочник, сутуçă, контролер-кассир, повар-кондитер профессисем çинчен каласа кăтартаççĕ. Çамрăксем çавăн пекех куракансене хăйсем хатĕрлесе килнĕ номерсем кăтартса та тыткăнлаççĕ.

Нумаях пулмасть агит ушкăн Ухман шкулне çитсе килчĕ. Чи малтанах пулас сварщиксене вĕрентсе хатĕрлекен мастер Л.Синякова тухса калаçрĕ, вăл ачасене училище историйĕпе тата унти кулленхи пурнăçпа паллаштарчĕ. Тĕл пулăва пуçтарăннисем К.Ярадаевăпа К.Степанова пулас парикмахерсем тухăç ташши ташланине куç илмесĕр пăхса ларчĕç. Сварщиксен группинче вĕренекен Д.Дмитриев чăваш эстрада юррисене шăрантарни те куракансен кăмăлне кайрĕ. Денис, сăмах май, республикăри "Çамрăк талантсем" пултарулăх фестивалĕн зонăри ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Алексеева хăнасене пылак çимĕçсемпе тата чейпе сăйларĕ.

Каярах агитбригада Пайкилт шкулĕнче пулчĕ. Училище пурнăçĕпе çамрăксене асăннă шкулта маларах вĕреннĕ, халĕ 2-мĕш номерлĕ училищĕре ятарлă дисциплина ертсе пыракан А.Иванова паллаштарчĕ. Концерт пурин кăмăлне те кайрĕ. Хĕрсем-парикмахерсем "Уральская рябинушка" юрра çав тери чаплă шăрантарма пултарчĕç. Пĕрремĕш курсра вĕренекен Д.Белков баян ăсти пулни вара пĕрне те иккĕлентермерĕ.

Шкулсенче тĕл пулусем çÿллĕ шайра иртрĕç, çакăн пек тĕл пулусене тăтăшах йĕркелесе ирттерме калаçса килĕшрĕç.

Н.ФЕДОТОВА, мастер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика