АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шута илменнисем те пур-ха

01 апреля 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕ çумĕнчи наркотиксем сарассине хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Унта райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, организаципе контроль тата кадрсен пайĕн сектор заведующийĕ М.Васильева хутшăннă. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров ертсе пынă. Наркотиксене хирĕç ĕçлекен комисси секретарĕ А.Павлова 2011 çул валли хатĕрленĕ ĕç планĕпе паллаштарнă.

Районăн шалти ĕçсен пайĕнче 4 наркоман учетра тăрать. Унсăр пуçне хулапа районăн ятарлă службинче наркотиксемпе туслă виçĕ теçеткене яхăн çынна шута илнĕ. Йыш пĕчĕкех мар. Шута илменнисем пурри те куç кĕрет. Районăн тĕп больницин нарколог врачĕ Е.Поторская "2010-2020 çулсенче Чăваш Республикинче саккуна пăсса наркотиксемпе сутă тăвассине тата вĕсене хирĕç кĕрешмелли мерăсем çинчен" тĕллевлĕ программăпа, районта наркомансене тупса палăртассипе ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Кăшнаруй, Хучел, Янкăлч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Васильева, Л.Иванов, А.Кротов "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци еплерех иртни çинчен отчет тунă.

А. ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика