30 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта 8 пушар тухнă. Тăкакĕ 420 пин тенкĕлĕх, пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ юсавсăр электрохатĕрсемпе усă курнинче. Пĕр тĕслĕхĕ – çурта вут тĕртнĕ.
Кăрлачăн 18-мĕшĕ. Кивĕ Шелттем ялĕнче кăмака хутмалли йĕркене пăснипе 85 çулти кинемейĕн çуртне вут хыпса илнĕ. Пÿрт тăрри, веранда сиенленнĕ.
Кăрлачăн 20-мĕшĕ. Çак сăлтава пулах Малтикас ялĕнче хĕрĕх урлă каçнă хĕрарăмăн çурчĕ, пурлăхĕ кĕлленнĕ.
Кăрлачăн 24-мĕшĕ. Уйкас ялĕнчи 47 çулти арçыннăн кил-çуртне вут-çулăм тĕп тунă. Пушарĕ кăмакан тĕтĕм çулне тĕрĕс туманнипе тухнă.
Нарăсăн 24-26-мĕшĕ-сем. Алешево ялĕ çывăхĕнчи дача çуртне вут тĕртнĕ. Тепĕр кунне Шăхасан салинчи 50 çулхи арçыннăн çурчĕ электрохатĕрпе тĕрĕс усă курманнипе вут-çулăмра пĕтнĕ. 56 çулхи арçын çунса кайнă. Аслă Мамире кăмака хутнă чухне асăрханусăр пулнипе пÿрт тăрри, çуртăн шалти стени сиенленнĕ.
Пуш уйăхĕн-9-мĕшĕ. Шăхасанти 47 çулти арçын хуçалăхĕнчи мунчан тăрри тата стенисем çулăмпа хăрăмланнă. Мунча кăмакине тата тĕтĕм çулне кирлĕ пек туман.
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ. Мăкăр ялĕ. 88 çулти хĕрарăм вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе вут тухнă. Газ хуранĕ, газ плити юрăхсăра тухнă, сĕтел-пукан пĕтнĕ. Пÿрт маччи, стенисем, урайĕ сиенленнĕ.
В.СНЕЖКОВ.