АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăну сăлтавĕ кушакра

30 марта 2011 г.

Çак ĕç-пуç пĕр енчен пăхсан кулăшла та пек, тепĕр енчен вара çыннăн чунĕ мĕн тери кăра пулма пултарни курăнать. Йытă-кушака юратман çын сайра тăр. Анчах вĕсене курайманнисем те пур-çке. Хăш-пĕр çын кушака чăтма пултараймасть: тапса сирпĕтет, хÿринчен пуçхĕрлĕ тытса вирхĕнтерет е тата тем те пĕр хăтланать.

Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Шăхасанти микрорайонти нумай хваттерлĕ пĕр çуртра пурăнакан кÿршĕсем хушшинче кушака пула вăрçă-харçă çĕкленнĕ. 8 çулти Фунтик ятлă кушак аçи кÿршĕ хваттерĕн алăкĕ умне пырса ларма кăмăлланă, унтах тула çÿремелли вырăн туса хунă. Ара, тĕрĕссипе, кушак вăл ăçта лартса хуран унта тăмасть вĕт, хăйне килĕшекен вырăна хăех суйласа илет. Хăть хăвала ăна çав вырăнтан, пурпĕр унтах пырса ларать.

Фунтик те усал шутлă пулман ĕнтĕ. Анчах вăл чĕр чун-çке-ха. Чĕлхи çук та нимĕн те калаймасть. Кушака ятлаканнине те ăнланма пулать. Чĕр чун каяшĕсенчен тухакан шăршă сăмсана хуплаттарать. Ăна куллен тасатса тăма тивсен тарăхтарать паллах. Çавăнпа та Фунтике нуша кăтартма шутланă та ĕнтĕ Павлова (чăн хушамачĕ урăхла).

Ноябрĕн пĕр кунĕнче хваттерĕнчен тухать те кушак аçи каллех хваттер алăкĕ умĕнче ларнине курать. Фунтикрен ахаль те тарăхса çитнĕскер каялла кĕрет те 70 процентлă уксус кислотин кĕленчине йăтса тухать. Малтан кĕленчери шĕвеке – уксуса – подъездри урайне тăкса тухать, унтан кушак хырăмĕ çине сапать. Юлашкинчен чĕр чуна тапса сирпĕнтерет. Инкеке лекнĕ кушак аçи хăй нушаланнине никам та ан куртăр тенĕ евĕр тарса пытанать. Чĕр чунсем çавăн пек вĕт вĕсем. Хуçи ăна пĕр эрне шырать, юлашкинчен çуртăн путвалĕнче тупать. Кушакăн хырăмĕ çинчи ÿчĕ уксус лекнипе çунса кайнăран аяк пĕрчисем, пырши-пакарти курăнса тăнă. Суран пÿрленсе, шăршланса кайнă. Апла пулин те хуçи ăна сиплес ĕмĕтпе Канашри ветеринари клиникине илсе каять. Ветеринарсем кушака сиплеме май пур, анчах усси сахал, вăл ахаль те нумай нушаланнă тесе çывратса яма сĕнеççĕ.

Канаш район сучĕ Павловăна кушака шар кăтартнăшăн айăплă тесе обязательнăй йĕркепе 120 сехет ĕçлеттермелле тесе йышăннă.

А.ВАСИЛЬЕВ, районти милицин дознани уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика