30 марта 2011 г.
Ĕç шăм-шака çемçетет, сывлăха сыхлать, ăс-тăна çирĕплетет. (Л.Н.Толстой)
Этемĕн хăйне ĕçпе пиçĕхтермелле. Ĕçсĕр пурнăç таса та савăнăçлă пулма пултараймасть. (А.П.Чехов)
Ĕçлеме пĕлни – этемĕн чăн-чăн пуянлăхĕ. (Эзоп)
Ĕç – пурнăç киленĕвĕн ашшĕ. (Стендаль)
Ĕçре çын пиçĕхсе туптанать. (Экзюпери)
Паха ĕç çыннине хăйне пахалатать. (В.Гюго)
Ĕçлемесĕр пĕр пĕчĕк пулă та тытаймăн.
Ĕçченпе ĕçчен пĕрлешсен пурнăç пулĕ мерчен.
Г.БЕЛОВ.