30 марта 2011 г.
Иртнĕ çул питĕ шăрăх пулнипе çĕр улми вăхăтсăрах çитĕнсе тымара кайма пуçларĕ. Кăçал лартма юрăхлă-и вăл; Чăваш Енри "Россельхозцентр" çакна пĕлме ăна халех тĕрĕслесе пăхма сĕнет.
Нÿхрепрех 1-2 кг çĕр улми илсе шăтарма çутă та ăшă пÿлĕме хумалла.
Енчен те çĕр улмин тăрринчи куçĕ шăтсан, калчи çирĕп те йĕркеллĕ пулсан çакнашкал çĕр улмине вăрлăха яма юрать.
Енчен те çĕр улмин мĕнпур куçĕ шăтсан (уйрăмах çĕре лартсан тытăнакан вырăнĕ), калчисем çинçе те кукăр-макăр пулсан çакă вăрлăхшăн начар пулнине, тухăç ăнмасса пĕлтерет. Кун пек чухне çĕнĕ вăрлăх туянмалла.