30 марта 2011 г.
"Агро-инновацисем" предприяти пĕлтернĕ тăрăх заводсем йышăнакан кашни килограмм сĕт хакĕ кăçал çапла йÿнелнĕ: кăрлачра – 16,41, нарăсра – 16, пушăн пĕрремĕш çурринче – 14,6, пушăн 24-мĕшĕ тĕлне – 13,17 тенкĕ. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шупашкар райадминистрацийĕсен специалисчĕсемпе (зоотехникĕсемпе) телефонпа çыхăнтăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем – 12-13, килти хуçалăхсем 10-11 тенкĕлле сутаççĕ. Пушăн 17-мĕшĕнче заводсем Мари Элре – 13-16, Киров облаçĕнче – 10,8-14, Тутарстанра – 13,72-17,8, Чулхула кĕпĕрнинче – 11-15,5, Ульяновск енче 12,5-16 тенкĕлле илнĕ. Чăваш Енре Мари Элринчен – 0,47, Тутарстанринчен – 1,73, Ульяновскринчен – 0,22, Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен 2,62 тенкĕ йÿнĕрех. Хак чакса пыни пирки ертÿçĕсем мĕн шухăшлаççĕ-ха;
Юрий ИВАНОВ, Киров ячĕллĕ ЯХПК председателĕн çумĕ:
– 500 ĕне усратпăр. Канашри завода куллен 5200 килограмм сĕт ăсататпăр. Пĕлтĕр Çĕмĕрлери завода леçнĕ. Хак тивĕçтермен пирки вăл е ку тирпейлекен предприятипе тунă килĕшĕве татма тивет.
Кăрлач уйăхĕнче хаксене чакарма тытăнчĕç. 15 тенкĕ çеç хăварчĕç. Килĕшÿре хака пĕрле сÿтсе явса çирĕплетмелле тесе палăртнă пулин те хуçалăх ертÿçипе тĕл пулмасăрах йÿнетеççĕ. Вăл улшăнни пирки телефонпа та пĕлтермеççĕ. Мĕншĕн чакараççĕ; Пĕлместпĕр. Куллен пĕрремĕш сортлине кăна ăсататпăр.
Иртнĕ çул литр сĕтĕн хăй хаклăхĕ 14 тенкĕпе танлашнă. Вăтамран 15 тенкĕпе сутнă. Пĕрер килограмран кăна таса тупăш илнĕ. Фермăсен мĕн пур тăкакне йывăррăн саплаштаратпăр. Тĕрĕссипе, таса тупăш илейместпĕр. "Кĕмĕл" çитсе пыманран ĕç укçине кăçал та ÿстерейместпĕр. Пĕр вăхăтра дояркăсем уйăхра 8-9-шар пин тенкĕ илнĕ. Юлашки вăхăтра пĕчĕклетрĕмĕр.
Хуçалăхра финанс кризисĕ пынăран кăçал витесене, ытти объекта юсама тĕллев лартаймастпăр. Çулталăк вĕçĕнче 6 миллион тенкĕлĕх апат туянтăмăр (Киров, Мускав, Чулхула облаçĕсенчен, Мари Элрен). Çапах выльăха нормăра палăртнин çурри чухлĕ çеç çитеретпĕр. Çавăнпа сĕт май пурринчен сахалрах сăватпăр.
Тăкак нумайран хăй хаклăх 2011 çулта 18-19 тенке çитме пултарать. Апат республика тулашĕнчен туянатпăр. Рынок саккунĕпе килĕшÿллĕн продукцие хăй хаклăх хакĕнчен йÿнĕрех сутма юрамасть. Анчах заводсем кооператив сĕнĕвне йышăнмаççĕ, пирĕн нушана ăнланмаççĕ.
Япăх çитернĕрен ĕнесем начарланчĕç. "Симĕс конвейер" тапраниччен апат туянма пире 15 миллион тенкĕ кирлĕ. Ăçтан тупмалла; Водительсем кунĕн-çĕрĕн апат турттараççĕ. Патшалăх кĕркунне апат туянма хуçалăха 2 миллион тенкĕ пачĕ. Çывăх вăхăтра бюджетран 500 пин тенкĕ ытла илмелле. Паллах, пулăшушăн тав. Анчах 1300 пуç выльăх куллен апат ыйтать.
Хуçалăхсен финанс лару-тăрăвĕ начар. Апла пулин те сĕт-çу завочĕсем пысăк тупăш илеççĕ. Пире юхăнтарасшăн, хăйсем аталанасшăн.
Вĕсем паракан сĕтĕн кашни килограмĕшĕн хака 16 тенкĕрен йÿнĕрех тума ирĕк памалла мар.
Юрий АНТОНОВ, "Урюм" ЯХПК председателĕ:
– Пирĕн 170 ĕне. Литр сĕте раштавра 16 тенкĕлле сутрăмăр. Аван хакчĕ. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче продукци пуçтаракансем пĕр-пĕринпе калаçса татăлчĕç-ши – кашни икĕ-виçĕ эрнерен йÿнетрĕç. 12 тенке хăварчĕç. Паллах, ку çырлахтармасть. Ĕçлекенсене шел. Кооператив 2010 çула 1,5 миллион тенкĕлĕх тăкакпа вĕçлерĕ. Сĕт татах йÿнелсен витесене юсамалăх, ытти ĕç пурнăçламалăх, ĕç укçи ÿстермелĕх тупăш илейместпĕр.
Пĕлтĕр 550 пуçчĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 19 пуç чакарнă тесе апат туянма бюджетран укçа памарĕç. Пĕр миллион тенкĕ илмеллеччĕ. Хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ, 30-40 пуç выльăх тытакан хуçалăхсене пулăшрĕç. Эпир, пысăк кĕтÿллисем, йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр. Шăла çыртса йыша чакарма тиврĕ. Пĕр пайне сутрăмăр, теприне аш-какай комбинатне ăсатрăмăр. Яманкасси ферминче вăй хунă 10 çын ĕçсĕр юлчĕ. Вĕсемшĕн чун ыратать.
Кĕтĕве сыхласа хăварассишĕн, хыснаран уйăракан укçана илессишĕн ертÿçĕсемпе пĕрре çеç мар калаçрăм, ăнлантарма тăрăшрăм – усси пулмарĕ. 550 пуç апатсăр юлчĕ.
Сĕт хакне хуçалăхсемшĕн – 16, продукци пуçтаракансемшĕн 14 тенкĕрен чакарма юрамасть. Ыйтăва ЧР Ял хуçалăх министерствинче татса пама ыйтатпăр.
Сергей ВАСИЛЬЕВ, район администрацийĕн тĕп специалисчĕ:
– Паян кашни килограмм сĕтĕн сутлăх хакĕ районта 10-11 тенкĕпе çеç танлашать. Раштав уйăхĕнче 16 тенкĕччĕ. Çак хак хуçалăхсене çырлахтармасть, ура хурать. Район администрацийĕ ертÿçĕсен сĕнĕвне шута илсе нарăс вĕçĕнче хак ыйтăвĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта Вăрнарти, Канашри, Йĕпреçри сĕт завочĕсен, райпо представителĕсем, продукци пуçтаракан предпринимательсем хутшăнчĕç. Пурте 16 тата 14 тенкĕрен чакарма юраманни çинчен калаçрĕç. Пĕр эрне те иртмерĕ – сĕтри çу хисепĕ 3,4 процент кăна (тĕрĕссипе вăл 3,8 процентпа танлашать) тесе татах йÿнетрĕç. Хуçалăхсен финанс кризисне сутлăх сĕт йÿнелни пушшех йывăрлатать.
Ю.МИХАЙЛОВ.