АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ачасемсĕр сывлăш çук..."

30 марта 2011 г.

Янкăлчран тухса Татмăшалла каякан автоçулăн сулахай енче "Восток" хуçалăхăн пулнă тыр-пул склачĕсем, тата тинкеререх пăхсан пĕр кил хуçалăхĕн анкартийĕ хыçĕнче речĕпе лартса тухнă комбайнсене, утă, улăм куписене асăрхама пулать. Ку çеç те мар, витерен вăхăтлăха уçă сывлăша кăларнă ĕне кĕтĕвĕ те курăнать унта. Кĕтÿ ара. Çав складсем хушшипе выртакан çулпа çăмăл машина пире Янкăлч ялĕнчи пур урам хĕрринчи çурт умне илсе çитерчĕ. Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, пластик чÿречесем лартнă икĕ хутлă тăпкăл-тăпкăл илемлĕ пÿрт. Пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле пек. Йĕри-тавра çавăрнă карта-хуралтă çирĕп. Анчах та кил хуçисемпе калаçнă хыççăн шухăш-туйăм тÿрех улшăнчĕ. Кунта тĕлĕнмелле ĕçчен, харсăр та ырă чун-чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ.

Янкăлч тăрăхĕнче усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе вĕсем çинче тыр-пул туса илекен Никонов хушаматлă çын çинчен пĕр-ик çул каялла илтнĕччĕ эпĕ, хăйне курман. Хальхинче райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Никоноров: "Янкăлча 20 ĕне усракансем патне кайса курар-ха", – терĕ. "Камсем вара вĕсем;" – тесен пĕр сăмахран тăракан хурав пулчĕ: "Никоновсем". "Ку хайхи çав çĕрпе ĕçлекен Никоновсем мар пуль те;" – тетĕп тĕлĕнсе. "Чисти çавсем. Вĕсем çĕр çинче те тар тăкаççĕ, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетеççĕ", – тет Валерий Геннадьевич лăпкăн кăна.

Никоновсем – Валерий Михайловичпа Вера Арсентьевна – мал ĕмĕтлĕ çынсем. Пурнăç çăмăлах мар пулин те, малашлăха пысăк шанăçпа пăхаççĕ. "Паян йывăрлăхсене пăхмасăр тапаçланса ĕçлени, ман шутпа, хăçан та пулин хăйĕн уссине паратех пулĕ", – тет Вера Арсентьевна. Вăл мăшăрĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яриччен Вăтакас Татмăшри вăтам шкулта ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Мăшăрĕ Валерий Михайлович та малтан Канашра водительте ĕçленĕ. Никоновсен тăватă ача: аслисем икĕ ывăл, кĕçĕннисем хĕрсем. Асли Саша Канашра 22-мĕш ПУра автомеханика, Алеша Янкăлч шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренеççĕ. Хĕрачасенчен асли 1-мĕш класа, пĕчĕкки ача садне çÿрет.

Çемье туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни мăшăрсен калаçăвĕнченех курăнать. Çур сăмахранах, куçсемпе пăхсах ăнланаççĕ. Ăнлану пулмасан çавăн пысăкăш хуçалăха ăçтан тытса пырăн;

Никоновсем пĕлтĕр 270 гектар çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пул, пахча çимĕç, выльăх апачĕ туса илнĕ. Кĕркунне тепĕр 400 гектара пусă çаврăнăшне кĕртсе кĕрхисем акса хăварнă. Вĕсем усă куракан çĕр 650 гектара çитнĕ. Çав шутран халăхăн пай çĕрĕсене – 60 га – укçа тÿлесе илнĕ, ыттисем – ял тăрăхĕнчен, район фондĕнчен, хуçалăхран арендăна илнĕ çĕрсем.

Унсăр пуçне 31 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Çывăх кунсенче тата 10 пуç ĕне туянасшăн пулнине каларĕç. Ку темĕн илсе те килчĕç пулĕ. Паян кун 8 ĕне сăваççĕ, икĕ вăкăр, пушмак пăрусем, пĕчĕк пăрусем пур. 10 пуç шап-шурă та тап-таса сысна çемçе ай сарăмĕ çинче канлĕн мăшлатса выртать. Тин кăна пăруланă пăрусене, ача пекех чиперскерсене, Вера Арсентьевна ĕмкĕчпе кĕленчерен сĕт çитерчĕ те лешсем пепке евĕр тĕлĕрсе кайрĕç. Витере ăшă, таса. Урамран пăхсан ахаль лупас пекех курăнакан сарай шалтан чăн-чăн ферма. Ĕнесем уçăлса кĕрсен кашни хăйĕн вырăнне пырса тăраççĕ. Пăрусемпе сыснасен хăйсен вырăнĕсем. Çакăн чухлĕ выльăха хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирли каламасăрах паллă.

Кил хуçисем каланă тăрăх, 200 рулон утă, 120 рулон улăм, унсăр пуçне тюксемпе те, хатĕрленĕ. Выльăхсене кунне 1 тюк утă, 1 тюк улăм, пĕр ĕне пуçне 4-5 килограмм çăнăх параççĕ. 1 тонна шыв пĕтет. Тинтерех пăруланă ĕнесене Вера Арсентьевна кунне виçĕ хутчен сăвать. Пĕрре ĕне çилли хытса кайса ыратасран аван, тепре выльăх сĕт ытларах антарать. Сĕт сумалли аппаратпа сăвать. Капла ансат та, хăвăрт та пулать. Витене çутă кĕртнĕ, савăтсене çийĕнчех çуса хума ăшă шыв пур. Сĕт пуçтаракансене кунсерен 120 литр чĕр тавар парса яраççĕ. Анчах сĕт хакĕ чакса пыни ĕне выльăх усракан кирек кама та паян пăшăрхантарать, тарăхтарать. Пĕр литр сĕт суса илессишĕн те мĕн чухлĕ вăй хумалла, ăна ав 10-12 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ. Лавккара вара 30-40 тенкĕпе сутаççĕ.

Никоновсен фермер хуçалăхĕнче 3 комбайн, 3 машина, 4 трактор. Кăçал тепĕр комбайн туянас шутлă. "Комбайн илсе тăкакланакан укçана сĕт сутса саплаштарма пулать тенĕччĕ. Анчах ăна 18 тенкĕрен туххăмрах 10 тенкĕ таран чакарса лартни пире ура хурать. Çапах палăртнă шухăша вĕçне çитермеллех пирĕн", – теççĕ.

"Хуçалăх ĕçĕсене тунă çĕрте ывăлсем питĕ пулăшаççĕ. Вĕсемсĕр сывлăш тухмасть пирĕн. Машинăпа та, тракторпа та çÿреме пултараççĕ, выльăхсем патĕнче те ĕçлеççĕ. Вĕсене ирĕксĕрлесе, хĕсĕрлесе ĕçлеттермен эпир, тепĕр чухне вăл е ку ĕçе айтăр-ха çапларах туса пăхар тесе хăйсем сĕнеççĕ. Çурхи-кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче хамăрăн хуçалăхри ĕçе вĕçлесен кÿршĕ хуçалăхсене, Йĕпреç районĕнчи хуçалăхсене кайса пулăшатпăр. Çур акине тухма вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника хатĕр", – тет Валерий Михайлович.

Ăнланатăп: çын кăмăлĕ тĕрлĕрен. Пĕри, тен, Никоновсем çакăн пек ĕçчен пулнишĕн савăнать пулĕ, тепри ăмсанать, виççĕмĕшĕн вара кĕвĕç чунĕ ниçта кайса кĕрейми вĕчĕрхенет. Хуçалăхсен темиçешер çул çеçен хир пек усăсăр кашласа ларакан çĕрĕсене сухаласа, хыт хураран тасатса вĕсем çинче тыр-пул е пахча çимĕç лартса ÿстерекенсене паттăр вырăннех хурăттăм эпĕ. Питĕ килĕшрĕç мана Никоновсем: уçă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, вырăсларах каласан "простой" чунлă пулнипе. Çĕре чунтан юратакан çын кăна çак чи йывăр ĕçрен хăрамасть. Мĕн шутлани çăмăллăн пурнăçа кĕрсе пытăр сирĕн.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика