30 марта 2011 г.
Кашни ялтах ятлă çын пур. Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакан Вера Кузьминична Ильина кунти сумлă çынсенчен пĕри. Кăçал вăл 85 çул тултарчĕ. Вера Кузьминичнăн аса илмелли нумай. Вăл 1926 çулта Брянск облаçĕнче çуралнă. Вăрçăн йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ. 1941 сентябрьтен пуçласа 1943 çулхи августчен нимĕç фашисчĕсем оккупациленĕ вырăнта пурăннине аса илсен кинемейĕн куçĕсем шывланаççĕ. Вăрçăччен 7 класс пĕтернĕскер вăрçă хыççăн тин малалла пĕлÿ илме пултарнă. Тăрăшуллă хĕр 1954 çулта Новозыбковскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ытти вунă çамрăкпа пĕрле Верăна Чăваш Республикине физикăпа математикăна вĕрентме янă. Чăваш Ене çитсен Хĕрлĕ Чутай салинче математика предметне вĕрентме пуçланă, çакăнтах пулас мăшăрĕпе Михаил Ильичпа паллашса çемье çавăрнă.
Каярах мăшăрĕн ялне Çĕнĕ аччана куçса килнĕ. Вера Кузьминична 1969 - 1983 çулсенче Çĕнĕ Аччари тата Аччари шкулсенче математикăна вĕрентнĕ. Михаил Ильичпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ хисеплĕ ветеран 7 мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
М.ФЕДОРОВА, Çĕнĕ Ачча библиотекин заведующийĕ.