30 марта 2011 г.

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Сăкăт вăтам шкулĕсенче "Биологие вĕрентекенсен педагогика ăсталăхĕ" темăпа республикăри методика фестивалĕ иртнĕ. Фестивале вунă хулапа районтан хутшăннă. Пирĕн район делегацийĕ йышĕпе чи пысăкки пулнă: 14 вĕрентекен.
Фестиваль программи пысăк та анлă пулнă: уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем, аслă категориллĕ учительсен мастер-класĕсем, шкулсемпе паллашни, спорт ăмăртăвĕсем. Республикăри биологи учителĕсен ассоциацийĕн членĕсенчен, вĕрентÿ институчĕн представителĕсенчен тăракан комисси пирĕн район учителĕсем ирттернĕ уроксене, вĕсен класс тулашĕнчи ĕçĕсене лайăх хакпа палăртнă. Вăтапуçĕнчи О.Малова, Чакаçри Т.Архипова, Уçырмари М.Михайлова, Шăхасанти Е.Игнатьева, Катекри О.Германова, Янкăлчри С.Васильева, Вăтакас Кипечри И.Максимова, Карăклăри А.Кудряшова тĕрлĕ номинацире дипломсем çĕнсе илнĕ.
В.ТИМОФЕЕВ, районти биологи, хими тата экологи учителĕсен ассоциацийĕн ертÿçи.
ŸКЕРЧĔКРЕ: Шăхасан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Е.Игнатьева урок ирттерет.