АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿпе таврăннă

30 марта 2011 г.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ 80 çул тултарнине уявламалли программăпа килĕшÿллĕн наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Унта Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пиллĕкĕн хутшăннă: Ксения Ефимова (10-мĕш класс), Вася Данилов (11-мĕш класс), Андрей Никитин (6-мĕш класс), Наташа Иванова (7-мĕш класс), Катя Алексеева (10-мĕш класс). Ксенеия Ефимова "Агроэкономика никĕсĕсем" темăпа тунă доклада виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа хакланă. Ăна наука енĕпе биологи тата обществознани вĕрентекен Р.В.Тимофеевăпа Н.Н.Никитина ертсе пынă. Ытти вĕренекенсене те дипломсем парса хавхалантарнă.

Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институчĕ (филиалĕ) çамрăксемпе студентсен наукăн уçă конференцине ирттернĕ. Унта Вырăскас Пикших шкулĕнчен Вася Данилов (11-мĕш класс), Андей Никитин (6-мĕш класс) тата Наташа Иванова (7-мĕш класс) хутшăннă. Вася "Биологи" секцире "Вырăскас Пикших ялĕнчи пĕвесенчи шыв пахалăхне тĕпчени" темăпа тухса калаçнă. Ăна иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа наградăланă. Андрей "Филологи" секцире грамота çĕнсе илнĕ.

В.ТИМОФЕЕВ, шкул директорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика