АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надьăн черетлĕ çĕнтерĕвĕ

30 марта 2011 г.

Надя Федорован кĕрешес ăсталăхĕ пуррине чи малтан Карăклă вăтам шкулĕн физрукĕ В.Васильев асăрханă. Часах Çăлпуç хĕрачи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреме пуçланă. Виктор Кузьмич вĕрентсе пынипе Надя çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Сакăр класс хыççăн ăна Шупашкарти олимп резервисен училищине вĕренме илнĕ. Кунта вăл ăсталăхне С.Константинова тренер ертсе пынипе ÿстерме пуçланă. Нумаях пулмасть пирĕн çамрăк ентешĕн пухмачне тата тепĕр медаль хушăннă. Рига хулинче юниорсем хушшинче пулса иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта Надя 44 килограмм таран виçеллĕ ушкăнра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Финалта вăл Питĕр хулинчен килнĕ Лина Мыриевăна парăнтарнă.

Ака уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Орехово-Зуево хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕршывра мала тухассишĕн ăмăртусем пулаççĕ. Надьăна унта та ăнăçу сунатпăр. Н.Федорова Мускаври автотранспортпа çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика