АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуршăлта пулчĕç

30 марта 2011 г.

Шуршăлти космонавтика музейĕ 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна уçнă çĕре хутшăннă хисеплĕ хăнасен йышĕнче А.Г. Николаев та пулнă. Ун чухне музей фондĕнче 350 экспонат шутланнă, халĕ вара – 5500 яхăн. Музейра сайра тĕл пулакан экспонатсем упранаççĕ, сăмахран, "Восток" космос карапа антарнă аппарат, СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн космос тумĕ, усă курнă япалисем, Н.М.Бударин тĕпчевçĕ космонавтăн скафандрĕ тата ытти те.

Музее кĕрсенех хăвна космос фантазийĕн патшалăхĕнчи пек туятăн. Стенасен кăвак фонĕнче скафандр тăхăннă çынсене ÿкернĕ. Ĕнтрĕк сулхăнĕ чунра космосри пек сисĕм вăратать. Çакна Канашри ача çурчĕн воспитанникĕсем те туйрĕç. Вĕсем музейри экспонатсемпе интересленсе паллашрĕç. Юрий Гагарин çинчен кăтартнă фильм ачасен асĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Экскурсовод виççĕмĕш космонавтăн А.Г.Николаевăн ачалăхĕпе яшлăхĕ, ăна асăнса лартнă часавай çинчен каласа пани пурне те килĕшрĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика