АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун суйланă ĕç - культура

30 марта 2011 г.

Юлашки виçĕ-тăватă çулта культура ĕçченĕсем "Эпир хамăрăн профессипе мăнаçланатпăр" ăсталăх конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ. Календарьте мартăн 25-мĕшне Культура ĕçченĕн кунĕ тесе çирĕплетни те ку тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Культура ĕçĕ интереслĕ, хаваслă, çав вăхăтрах йывăр. Культурăра пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ – çынсене савăнăç парнелессишĕн çунакан çынсем ĕçлеççĕ. Ку сферăна ăнсăртран лекнĕ çынсем нумай тытăнса тăраймаççĕ. Культурăра ĕç кунĕн пуçламăшĕ пур, вĕçĕ çук. Çавăнпа пурнăç кĕввине илтекен, ăна куллен çынсене парнелеме пултаракансем çеç кунта хăйсене çирĕп те ирĕклĕ туяççĕ.

Пирĕн çĕршывра "тава тивĕçлĕ" текен ăнлав пур. Çак ят-сум çынна унăн ăсталăхне, пултарулăхне кура тивĕçет. Тава тивĕçлĕ, апла пулсан хисеплĕ, пуян чун-чĕреллĕ çын. Пирĕн районти культура анинче кун пек чыса тивĕçнисем нумаййăнах мар, апла пулин те вĕсем ăна хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Раççей, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем А.Смирнов, Н.Бабанов, А.Яшманова, А.Харитонова, Е.Шоркина пенсире пулин те ĕçтешĕсемпе çыхăнăва татмаççĕ. В.Кузнецов, Ю.Никитин, Р.Шоркина, Т.Иванова, С.Шпаков, И.Андреева, В.Степанова кашни кунах халăх хушшинче.

Культура ĕçченĕсен уявĕ йĕрке тăрăх саламсенчен пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров библиотекарьсемпе клуб ĕçченĕсене саламласа вĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Н.Левая, Г.Зиновьев, Л.Михайлова Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотине, В.Шпаков, Н.Иванов, Л.Андреева, С.Ананьева, Р.Кузьмина ЧР культура ĕçченĕсен профкомĕн Хисеп грамотине, О.Александровăпа В.Борисова район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Савăнăçлă пай хыççăн "Эпир хамăрăн профессипе мăнаçланатпăр" конкурс пуçланчĕ. Унта 5 библиотекарь тата 5 клуб ĕçченĕ хутшăнчĕ. Харпăр хăйпе, пултарулăх конкурсĕсенче, залти халăхпа ĕçленĕ чухне кашниех ăсталăхне, ăсне, тавра курăмне туллин кăтартма тăрăшрĕ. Жюри – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçи Л.Арсентьева, тĕп библиотека заведующийĕ Л.Герасимова, библиотекăн пай ертÿçи Л.Андреева, районти культура çурчĕн директорĕ О.Микушина, З.Николаева методист – конкурсантсен ĕçне çирĕп хакларĕ. Çапах та ушкăнта пĕрин вăйлăрах пулмаллах. Çеçпĕлти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Г.Шадрова "Çулталăкри чи лайăх библиотекарь", Шăхаль клубĕн администраторĕ В.Васильева "Çулталăкри чи лайăх культура ĕçченĕ" ятсене çĕнсе илчĕç. Конкурса хутшăннă пур ĕçчене те парнепе хавхалантарчĕç.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика