АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ ăна Ухман тăрăхĕнче

30 марта 2011 г.

Ухман каччи А.Петров 1994 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Грозный хулинчи çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă. Ăна вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Паттăр ентешĕн ятне асра тытса шкулти спорт залĕнче ун ячĕпе сĕтелçи теннисăн турнирне ирттернĕ. Унта 11 команда хутшăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, пуçне хунă Алексейăн амăшĕ З.Петрова, Чăваш Енти салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ Л.Егорова, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Алексеев, Алексейăн пĕрремĕш учителĕ В.Шулаева, Ухман вăтам шкулĕн директорĕ М.Борисова саламланă. В.Софронов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов ячĕпе шкула сĕтелçи теннис парнеленĕ. Л.Егорова Алексей амăшне, Зоя Даниловнăна, салтак амăшĕсен комитетĕнчен укçа илме сертификат панă.

Турнир хĕрÿ те çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене диплом тата парне парса хавхалантарнă. Вĕсем – Ухман, Янкăлч тата Вăтакас Татмăш ял тăрăхĕсен, Ухман шкулĕн командисем.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика