30 марта 2011 г.
Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче 40 çултан аслăрах арçынсенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Кăçал ăмăртăва Шупашкар тата Канаш хулисен, Тăвай, Элĕк, Шупашкар районĕсен спорт ветеранĕсем хутшăннă.
Канашсен команди пур тĕл пулура та 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене наградăланă чухне турнира йĕркелекенсем уйăрнă укçана пурте пĕр кăмăллă пулса Канаш командинчи Г.Кайсарова пама килĕшнĕ. Унăн хĕрĕ суранланнă хыççăн Мускавра реабилитаци курсĕнче сипленнĕ. Пухăннă укçа ăна сыватма кайĕ. Командăсен членĕсем, курма пынисем хĕрачана хăвăртрах сывалма ăшă сăмахсем каланă.