30 марта 2011 г.
Хулари ачасен музыка шкулĕнче çамрăк вокалистсен зонăри VI "Музыка тумламĕ" уçă фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна Раççей космонавтикин çулталăкне халалланă. Унта Канашри, Зеленодольскри, Çĕмĕрлери, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Тăвай районĕсенчи, Шăхасан салинчи ачасен музыка тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.
Конкурса икĕ номинаципе хак панă: ансамбльсемпе хорсем тата уйрăм юрăçсем. Жюри Шупашкар тата Канаш хулисенчи опытлă педагогсенчен тăнă. Хорсем хушшинче Канашри "Солнышко" концерт хорĕ, ансамбльсенчен Çĕмĕрлери "Скерцо"тата Канашри "Фантазия" ансамбльсем мала тухнă. Юрăçсем хушшинче Зеленодольскри Резеда Галиакберовăпа Камила Шарафутдинова, Алиса Суетина, Çĕмĕрлери Тамара Урослова, Елчĕкри Константин Федотов палăрнă.
Патăрьел районĕнчи "Задоринки" фольклор ансамблĕ халăх юррине сцена çинче сăнланăшăн ятарлă диплома тивĕçнĕ. Конкурсăн чи лайăх концертмейстерĕсене Е.Решеткинăна (Зеленодольск хули), Э.Семеновăпа И.Кирилловăна (иккĕшĕ те Канашран) дипломпа чысланă.