30 марта 2011 г.
Районти утарçăсен канашлăвне "Хурт-хăмăр агентстви" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Г.Максимов, районти ветеринари службин специалисчĕсем хутшăннă. Канашлăва район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров уçнă, вăлах ертсе пынă.
Хурт-хăмăр ĕрчетесси иртнĕ çул мĕнле аталанса пыни çинчен Е.Паденкова зоотехник каласа панă. Ветеринарипе санитари паспорчĕсем парас йĕркепе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева паллаштарнă. Чăваш патшалăх ветеринари службин Канашри ветеринари лабораторийĕн врачĕ Г.Павлова патологи материалне тĕрĕслемелли правилăсем çинче чарăнса тăнă. Хурт-хăмăр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тата хуртсем ĕрчетессинчи технологипе мĕнле усă курасси çинчен ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Хурт-хăмăр агентстви" пĕрлĕхĕн гендиректорĕ Г.Максимов сăмах илнĕ.