08 апреля 2011 г.
Хĕрарăмсен космосри историйĕ 1961 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçланать. Çав çулхине Космонавтсем хатĕрлекен центрти тĕнче уçлăхне вĕçекенсен отрядне 60 çамрăка, вăл шутра 5 хĕрарăма, илме йышăну кăларнă. 1962 çулхи мартăн 12-мĕшĕнчен вара космонавтсен шутне çак хĕрсене кĕртнĕ: Татьяна Дмитриевна Кузнецовăна, Ирина Баяновна Соловьевăна, Валентина Владимировна Терешковăна. 1962 çулхи апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тата иккĕн – Жанна Дмитриевна Еркина тата Валентина Леонидовна Пономарева – космонавтсен отрядне лекнĕ. Вĕсене пурне те ятарлă программăпа космоса вĕçме хатĕрленĕ, анчах хĕрсенчен космосра В.Терешкова çеç пулса курнă. Хĕрарăм космонавтсен 1-мĕш отрядне 1969 çулта салатса янă, Валентина Терешковăна кăна хăварнă. Валентина Владимировна космонавтсен отрядĕнче 1997 çулчченех пулнă, генерал-майор званипе саппаса тухнă.
В.Терешкова пĕрремĕш хут космоса 1963 çулхи июнĕн 16-19-мĕшĕсенче "Восток-6" карап çинче пилот пулса вĕçнĕ. Çав тапхăрта космосра тепĕр "Восток-5" карап çинче В.Быковский космонавт вĕçнĕ. В.Терешкова пĕрремĕш "Чайка" пулса тăнă. Çак ята ăна С.Королев панă.
В.Терешкова Ярославль облаçĕнче çуралнă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Ярославль хулинче шинăсем кăларакан заводра тата пир тĕртекен комбинатра ĕçленĕ. 1960 çулта çăмăл промышленность техникумĕнчен вĕренсе тухнă, çав вăхăталлах парашют спорчĕпе интересленме пуçланă. 1962 çултанпа космонавтсен отрядĕнче. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ, Ленин орденĕн икĕ хут кавалерĕ, унăн Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем пур, ытти награда та нумай.
Валентина Владимировна летчик космонавт хăйĕн аса илĕвĕсенче çапла çырнă: "30 çул хам ăшра тытнă вăрттăнлăха уçса паратăп. Манăн вĕçев вĕçленсе пырать, çĕр çине анмалла, анчах карап мана итлемест, çĕр еннелле вĕçес вырăнне космосалла каять. Çĕр çинчен Юрий Гагаринпа Сергей Павлович Королев йĕркелесе пынипе çеç вĕçев йĕркеллĕ вĕçленчĕ, унсăрăн ĕмĕр-лĕхех космосра юлаттăм".
"Тата çапла та пулма пултарнă: 1963 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче старт площадкине скафандрсем тăхăннă В.Терешкова тата И.Соловьева çитнĕ. Скафандрсем тăхăннă чух пĕр пăтăрмах пулса иртнĕ. Ирина çине скафандр тăхăнтарнă чух мăй тĕлĕнчи гермооболочка çурăлса кайнă та скафандр юрăхсăра тухнă. Васкасах Ирина валли Пономареван скафандрне илсе килнĕ. И.Соловьева вара старт площадкинче Валентина Пономареван скафандрĕпе пулнă иккен. Енчен те Терешкован скафандрĕпе мĕн те пулин пулнă тăк (ăна валли ылмаштармалли пулман, Терешкова çÿллĕшĕ урăх), В.Терешкова мар, Ирина Баяновна Соловьева тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт пулатчĕ".
Тепĕр хĕрарăм космонавт вăл – Светлана Евгеньевна Савицкая. Ун çинчен пĕтĕм тĕнче 1982 çулхи август уйăхĕнче пĕлнĕ. С.Савицкая Мускавра çуралса ÿснĕ. МиГ-15, МиГ-17, Е-33, Е-66Б самолетсемпе вĕçме пĕлет. Парашют спорчĕпе ăмăртать, ушкăнпа парашютпа вĕçес енĕпе 3 хутчен, реактивлă самолетсемпе 15 хут тĕнче рекордне лартнă. 1970 çултанпа С.Савицкая СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ. Икĕ хутчен космосса вĕçнĕ: 1-мĕш хут "Союз-Т7" карап çинче 1982 çулхи августăн 19-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен (7 талăк); 2-мĕш хут – "Союз-Т12" караппа 1984 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен (11 талăк).
С.Савицкаяна икĕ хутчен Ленин орденĕпе, "Хисеп Палли" орденпа, 16 ылтăн медальпе тата хĕрарăмсенчен чи нумай вăхăт космосра пулнăшăн ятарласа кăларнă медальпе наградăланă. Икĕ планетăна ун ятне панă: 4118 тата 4303 "-лĕ астероидсене – "Света" тата "Савицкая".
Пирĕн çĕршыври тепĕр хĕрарăм космонавт – Елена Кондакова. Вăл Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинче çуралса ÿснĕ. Валерий Рюмин летчик космонавтăн арăмĕ. Хăй вăхăтĕнче В.Рюмин вĕçев ертÿçисене хĕрарăмсен космонавтсен отрядĕнче пулмалла мар тесе ĕнентерме тăрăшнă. Пур-нăç вара урăхла килсе тухнă. Елена Кондакова космоса икĕ хут вĕçнĕ. Вăл – Раççей Геройĕ.
Тепĕр хĕрарăм космонавт Елена Олеговна Серова пулма пултарать. Вăл "Энергия" РКК комплекспа вĕçмелли кандидат шутланать.
Космосра мĕн пурĕ 47 хĕрарăм пулса курнă: АПШ (29), СССР, РФ (3), Канада (2), Франци, Япони, Корея, Англи (пĕрер) патшалăхĕсен вĕçевçисем.
К.ИВАНОВА. Янкăлч вăтам шкулĕ.