08 апреля 2011 г.
![Вĕçеври пурнăç Вĕçеври пурнăç](../Home/588//2011/04/40/22.jpg)
Апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче çын пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тăвать. Паян космоса çул хывакан çинчен тем тĕрлĕ калаçакан пур, анчах та пĕрремĕш вĕçев пулнă, космос карапĕн ăшĕнче Рççей патшалăхĕн çынни ларнă. Гагарина космосран илсе анакан аппарата СССРăн мĕн пур авиацийĕпе тенĕ пек сыхланă пулин те ăна çийĕнчех шыраса тупайманнине, космонавт çывăхри çар чаçне çитсе хăй çĕр çине анса ларнине Мускаврисене пĕлтернине лайăх пĕлекен, çак фактсене çирĕплетсе пама пултаракан çын пур. Вăл – пирĕн ентеш. Виктор Евгеньевич Евгеньев. Шăпах вăл шырав ушкăнĕнче пулнă. Виктор Евгеньевич халĕ Тăвай салинче пурăнать. Çак кунсенче пирĕн редакцие кĕрсе тухрĕ. Летчиксен ĕç-хĕлĕ, пурнăçра тĕл пулма тÿр килнĕ паллă çынсем çинчен нумай интересли каласа пачĕ.
Виктор Евгеньевич Евгеньев Карăклăра 1932 çулта çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкул хыççăн 1952 çулта Шаккăл шкулĕнчен вăтам пĕлÿ илсе тухнă. "Ача чухне Каверинăн "Икĕ капитан" кĕнекинчи герой пек моряк пулас килетчĕ. Çар комиссариатне чĕнтерчĕç те комисси тухнă хыççăн манăн юлташа "годен в ВМФ, не годен в ВВС" тесе çырса пачĕç. Эпĕ вара "апла ВВС пĕлтерĕшлĕрех пуль" тесе шутласа илтĕм. Мана унта та, кунта та "годен" терĕç. Эпĕ иккĕмĕшне суйласа илтĕм", – тет отставкăри летчик. Йывăр пурнăçпа, ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскере нимĕн те шиклентермен çав. Шупашкарти аэроклубра икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн УТ-2 самолета алла илме пуçланă. Кунта çакна палăртмалла: УТ-2 самолет сехетре 160 километр хăвăртлăхпа кăна вĕçнĕ пулин те нимĕнле пĕчĕк йăнăша та каçарман.
Тăватă уйăхран Виктор аэроклубран вĕренсе тухнă, анчах хăй тĕллĕн вĕçме часах пуçăнман. 1952 çулта Корейăра çапăçусем пуçланнă. Çавăнти вăрçа ун чухне кореецсемсĕр пуçне СССРпа АПШн çар специалисчĕсем те хутшăннине массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтермен. Пĕр операцире американецсем вертолетсемпе ăнăçлă усă курнине пĕлсен Сталин тăхтаса тăмасăр летчик вертолетчиксен пысăк ушкăнне вĕрентсе хатĕрлеме приказ панă. Саратов облаçĕнчи Пугачевск хулинче вертолетчиксене хатĕрлекен училище пулнă. Аэроклубăн выпускникĕ Евгеньев та çав училищĕне лекнĕ. Ун чухне пирĕн çĕршывра Ми-4 вертолета йышлă кăларма пуçланă. Анчах та çак машинăн пысăк çитменлĕхсем пулнă. Стефановский генерал-майорăн çĕр çине анса ларнă чухне вертолечĕ саланса кайнипе (телее, летчик сывă юлнă) командовани вертолетчиксене хатĕрлессине вăхăтлăха чарса лартнă.
Виктора вара Тамбоври летчиксен училищине янă. Кунтан вăл 1956 çулта Ил-28 бомбардировщик вĕçевçи пулса тухнă. Тĕрлĕ чаçре икĕ çул службăра тăнă хыççăн Виктор Евгеньевича Челябинскри çар училищине куçарнă. Кунта Ту-4 самолетпа "штурмансене турттарнă" е, урăхла, сывлăшра штурмансене хатĕрленĕ. Ту-4 самолета "крепость" тенĕ. Ун çинче 11 тупă йĕри-тавралăха асăрхаса тăнă. Борт çинче 12 экипаж пулнă. Самолет çунаттисен сарлакăшĕ 75 (!) метр пулнă, унпа инçет авиацире нумай çул усă курнă. Каярах кăларнă Ту-16 реактивлă самолет та бомба йăтса хăпараслăхĕпе Ту-4 самолетран кăшт каярах тăнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Виктор Евгеньев космос аппарачĕсем анса ларнă чухнехи шырав ĕçĕсене час-часах хутшăннă. Тĕрĕсрех, космонавтсене тĕнче уçлăхне вĕçтерсе янă тата вĕсене космосран кĕтсе илнĕ çĕрте яланах пулнă. Аппаратсем анса лармалли вырăн Кустанай хули çывăхĕнче вырнаçнă, унăн лаптăкĕ 4 пин тăваткал километрпа танлашнă. Уçлăхран анакан аппарата ун чухне çĕр çинчен 11 километр çÿллĕшĕнче – икĕ Ан-12, 4 км çÿллĕшĕнче – тăватă Ил-14, тата аяларахра Ли-2 самолетсемпе шырав ушкăнĕсем кĕтсе тăнă. Малтанхи вăхăтра шыравсем ирттерме питĕ йывăр пулнă. Гагарин космосран аннă чухне радиоэфирта пĕр командăна та йĕркеллĕ илтме май пулман. Çавăнпа кашни вĕçев хыççăн аппаратсене çĕнетсе пыма пуçланă. Тепĕр чухне çĕр çине анса ларнă космонавт шырав ушкăнĕсене хăй паллă парса шыраттарса туптарни те пулнă.
Виктор хăй те космоса вĕçме ĕмĕтленнĕ, рапортсем çырнă, анчах отряда ытларах истребительсенчен суйласа илнĕ. Пирĕн ентеш нумай космонавтпа тĕл пулнă, паллашнă, туслашнă. "Малтанхи космонавтсемпе пуринпе те тĕл пулнă. Космоса виççĕмĕш вĕçекен çын чăваш пуласса пĕлсе тăнă эпир, анчах хушаматне кăна маларах каламан. Андриян Григорьевич Николаевпа çав-çавах тĕл пулаймарăм. Сергей Гайдышев космонавтпа çывăх юлташсем пулнă эпир. Вĕçеве питĕ вăйлă хатĕрленетчĕç вĕсем. Эпир Ту-4 самолетпа космонавтсене йывăрăшсăрлăха (в невесомость) тренировкăна илсе çÿреттĕмĕр.
Беляевпа нумай хутчен тĕл пулса калаçнă. Вăл, космонавтсенчен чи çÿлли те кĕрнекли, питĕ калаçма юрататчĕ, интереслĕ япаласем нумай каласа кăтартатчĕ", – аса илет вăл.
Ун чухне космоспа çыхăннă пур ĕçе те пысăк вăрттăнлăхра пурнăçланă. Калăпăр, таçта Сыктывкар патне спутник шырама янă пулсан самолет шырăр тенĕ. Мĕн ĕç тумаллине вырăна çитсен кăна пĕлнĕ.
"6-мĕш номерлĕ спутника Çурçĕрте Ту-4 самолетпа пĕр пĕччен эрне шырарăм. Тайгара ялан пурăнакан халăх çук, тĕрме çыннисем ĕçлени, пăшисем пуçĕсене çĕклесе пăхни курăнатчĕç. Спутник ÿкнĕ чухне антеннипе çĕр çине тăрăнса ларнă пулнă та нимĕнле хум та кăларман. Пассажирсене турттаракан самолет çав тĕлтен вĕçсе иртнĕ чухне кăшт кăна хум тухнине сиснĕ те, "çÿлтисене" пĕлтернĕ. Эрнерен "отбой" пачĕç", – тет Виктор Евгеньевич вĕçеври пурнăçне куç умне кăларнă май.
Виктор Евгеньевич 1973 çулта саппаса тухнă. Юлашкинчен вăл Ту-124 самолетпа вĕçнĕ. Ун чухне çак самолетпа правительствăна турттарнă, космонавтсемпе йывăрăшсăрлăхра тренировкăсем ирттернĕ. Ту-124 самолетпа вĕçекенсене хăй вăхăтĕнче чи телейлисем вырăнне шутланă, интеллигентсем тенĕ. Апла пулин те мухтанасси, вĕçесси çук пирĕн ентешĕн. Правительствăн вун виçĕ наградине тивĕçнĕ вăл, медальсем кăкăр тулли. Ытлашши сăмах ваклама, курнăçланма юратманскер: "Çар тумне çын умне тăхăнса тухмастăп, çакăнса тăрать вăл ман", – тет. Виктор Евгеньевичран тĕслĕх илсе хăйĕн ывăлĕ штурман, пĕр тăванĕн ывăлĕ çар çынни пулса тăнă.
Çакă та интереслĕ: саппаса тухсан Виктор Евгеньев сывлăшри вĕçеве шыври çăлав ĕçĕпе ылмаштарнă. Çăмăл вырăн шыраман вăл, юхан шыв çинчи çăлавçăсен станцийĕн начальникĕнче ĕçлеме пуçланă. Водолазсене хатĕрленĕ, хăй те ăста водолаз пулнă. Шыв çинче инкек тÿсекен мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши тата...
2000 çултанпа Чăваш Енре пурăнать Виктор Евгеньевич. "Пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе çыхăну тытатăп. Санаторие канма кайсан тĕл пулатпăр. Тÿпере унталла та кунталла йĕр хăварса вĕçекен самолетсене курсан çамрăк чухнехи пурнăç куç умне тухать. Халĕ те вĕçес килет, анчах вăхăт иртсе кайнă", – тет сакăр вунна çывхаракан, анчах та хăй çулĕсенчен самай çамрăкрах курăнакан арçын.
Кăçал, Космонавтика çулталăкĕнче, шкул ачисене патриотла воспитани парас тĕллевпе ăслă, анлă тавра курăмлă, космонавтсемпе, летчиксемпе пĕрле ĕçленĕ, пурăннă, вĕсен ĕçне хăйсен куçĕпе курса тăнă çынсемпе тĕл пулу йĕркелени уйрăмах пысăк пĕл-терĕшлĕ пек туйăнать. Виктор Евгеньев летчик, ман шутпа, шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри.
И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.
ŸкерчĔксенче: В. Евгеньев летчик çамрăк чухне; хăй вĕçнĕ Ту-4 самолет çинче.
Сăн ÿкерчĕксем В. Евгеньев архивĕнчен.