АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуканесем тума ăста

08 апреля 2011 г.

Янкăлчри Çарпа Ĕç мухтавĕн музейĕнче тĕрлĕ темăпа ĕçсем иртеççĕ. Сăмахран, "Пурăннă тет пуканесем" ятлă пултарулăх конкурсĕ йĕркелерĕмĕр. Малтан Канашри краеведени музейĕнче мастер-класра пултăмăр. Ачасем тĕрлĕ сăнарлă пуканесем ăсталама вĕренчĕç. Музей директорĕ Маргарита Данилова пулăшнипе иртрĕ-ха ку мастер-класс. Канашри музейра выставкăна тăратнисене çитеймеççĕ-ха та пирĕн пуканесем, çапах ачасем питĕ тăрăшрĕç. Шкулта пултаруллă ача нумай пулнине тепĕр хут куртăмăр. Вĕсем Лена Семенова, Настя Васильева, Люда Владимирова, Кристина Елизарова, Настя Силодорова, Полина Иванова, Нина Филиппова, Эльвира Иванова, Люда Русскова, Настя Убасникова, Анна Паторова.

К.ИВАНОВА, Янкăлч вăтам шкулĕн музей ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика