08 апреля 2011 г.
Бесермен халăхĕ пирки пĕлесчĕ. Вĕсен чĕлхинче, тумĕнче, йăли-йĕркинче чăваш халăх культурин паллисем пуррине палăртаççĕ. Тĕрĕсех-и?
Г.ПЕТРОВА.
Бесерменсем – удмуртсен этнографи ушкăнĕ. Вĕсем Удмурт Республикин çурçĕр-хĕвел анăç пайĕнче тата Киров облаçĕн хĕвел тухăç районĕсенче пурăнаççĕ. 1926 çулхи çырав 10036 çынна шута илнĕ. Ытти çыравра вĕсене уйрăммăн шутламан, удмуртсен йышне кĕртнĕ. Удмурт Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулта бесермен халăхĕн историе кĕрсе юлнă ятне чĕртсе тăратма йышăннă. 2002 çулхи çырав бесерменсене удмуртсенчен уйрăм тăракан этнос ушкăнĕ пек кăтартать, пĕтĕмпе 3,1 пин çын тесе палăртать. Бесермен чĕлхи – тĕрĕк чĕлхин уйрăм паллисене йышăннă удмурт чĕлхи.
XII-XV ĕмĕрсенчи вырăс çул çыравĕ бесерменсем (çăл куçсем пăлхарсене çапла палăртаççĕ) Вăтам Атăл тăрăхĕнче тата Кама юхан шывĕн аялти пайĕнче пурăннине кăтартаççĕ. Бесерменсем пирки Ипатьев (1184) тата Плано Карпини (1246) çул çыравĕсенче чи малтан асăннă. Бесермен тесе пăлхар ушкăнне кĕрекен мăсăльмансене каланă. XV ĕмĕрте Хусан ханлăхĕ йĕркеленсен "бесермен" сăмаха Ылтăн Орда вăхăтĕнче анлă сарăлнă "тутар" сăмах хĕссе кăларнă. XVII ĕмĕрти документсем Чепец шывĕ хĕрринче пурăнакансене "бесермен" тата "чăваш" тесе палăртаççĕ. Тĕпчевçĕсем вĕсене Ылтăн Орда вăхăтĕнчи таркăн пăлхарсен ăрăвĕ вырăнне йышăнаççĕ. XVII-XIX ĕмĕрсенче бесерменсем тутарсемпе тата удмуртсемпе хутăшса кайнă.
Бесерменсен культуринче чăвашсен этнос уйрăмлăхĕн хăш-пĕр паллисем курăнаççĕ. Сăмахран, хĕрарăмсен тумĕ пĕр пекрех: кашпу (чăвашсен хушпу), хĕрсен такъя (тухья), пуçа çыхмалли ал шăлли евĕр кышен (сурпан), арçынсен пиçиххиллĕ халачĕ тата ытти те. Туй, фольклор йăли-йĕркинче те, халăх уявĕсенче те пĕр пеклĕхсем сахал мар. Бесерменсен тĕнĕнче синкретизм палăрать. XVII ĕмĕртенпе православи тĕнне тытса пыраççĕ. Çав вăхăтрах ислам тата тĕне кĕмен халăхсен йăли-йĕркине те упраса хăварнă.