08 апреля 2011 г.
Кашни апат-çимĕç тĕлĕшпе кунта справкăсем, сертификатсем, гаранти докуменчĕсем пур. Тавар туянакансене супермаркетсенче пасарти пекех сĕмсĕррĕн тата пĕрмаях улталамаççĕ, анчах та тимсĕр çынна унта та шăнман пăр çине лартса яма пултараççĕ. Лавккасем сутмалли срокĕ тухнă е тухса пыракан таварсене тĕрлĕ мелпе "тĕртеççĕ". Срокĕ тухнă çимĕçе час-часах çĕнĕрен чĕркеççĕ те сентре çине вырнаçтараççĕ. Лавккари кашни пайăн палăртнă чухлĕ апат-çимĕçе списать тума ирĕк пур, тĕслĕхрен, 3 пакет сĕт е кефир. Калăпăр, çĕрле сентре çинче 4 юлнă тăк сутуçă айăплă. Унăн çак сĕте кирек епле майпа та сутмалла. Çапла вара сутуçăсем чееленме пуçлаççĕ.
Вакуум чĕркемри кăлпассин сутмалли срокĕ 3 кун каялла тухнă-и; Полиэтилен хутаçа сывлăш кĕнĕ-и; Кăлпасси пăсăлнă-и; Хăçан туса кăларни çинчен пĕлтернине ацетонпа тасатаççĕ. Курăнман вырăнта шприц йĕппипе шăтараççĕ. Сывлăш кăлараççĕ, лавкка ятне, хăçан туса кăларнине çырнă хута çыпăçтараççĕ, пăхăр та курăр – кăлпасси каллех сентре çинче вырăн тупать.
Çавăн пекех сутмалли срокĕ тухнă кăлпассине касса пысăках мар виçепе сутаççĕ. Сĕнÿ – сутуçа çимĕçе хăвăрăн умра виçсе, чĕркесе пама ыйтмалла.
Пысăк супермаркетра чике тăршшĕ "лартмалли" мелсене пĕлеççĕ. Акă, шăнтнă çимĕçсен пайĕнче тавар туянакансене пăра креветка хакĕпе сутаççĕ. Чĕркеме (упаковкăна) шприцпа шыв яраççĕ, çавăнпа та шăнтнă çимĕçсен чĕркемне çутă çине тытса пăхмалла.
Этикеткăсене, тавар тытăмĕ, сутмалли срокĕ çинчен пĕлтернине тимлĕ вуламалла. Сутуçăран сертификат тата гаранти докуменчĕсене ыйтма вăтанмалла мар.
Паха фарш какайран йÿнĕрех пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен ăна хатĕрлеме шăмăсăр аш кирлĕ тата ĕçленин хакне хушмалла.
Аш туяниччен татăка пур енчен те лайăх пăхмалла. Тĕсĕ пĕр пекрех пулмасан ăна фуксинпа сăтăрма пултарнă.
Чăх тушкине илмелле. Пусса пăхсан пÿрне вĕçне чĕпĕтрĕ-и; Эппин, аша хлорпа сăтăрнă, туянмашкăн лайăх "тĕслĕ тунă".