08 апреля 2011 г.
Район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ларăва районти ял хуçалăхсен ертÿçисене те чĕннĕччĕ, анчах та темшĕн-çке 11-шĕ кăна килнĕ. Шел, район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров çурхи уй-хир ĕçсем пирки тухса калаçсан çывăх вăхăтрах татса памалли, пур хуçалăха та пырса тивекен чылай ыйту сиксе тухрĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пăхса тухрĕç.
Çĕр ĕçĕпе пурăнакансемшĕн хĕрÿ те яваплă тапхăр çывхарса килет. Часах юр ирĕлсе пĕтĕ те хирсем техника шавĕпе тулĕç. Кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 8042 гектар акса хăвармалла. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 11 процент нумайрах. Хуçалăхсен пур категорийĕнче те çĕр улми 3700 гектар, пахча çимĕç 925 гектар çинче ÿсĕç. Выльăх апачлĕх культурăсем 20335 гектар – çав шутра силослăх кукуруза 407, пĕр çул ÿсекен курăксем 5442, нумай çулхисем 1600, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи 65, рапс 690 гектар – йышăнĕç. Кĕрхи тырăсене 7150 гектар çинче акса хăварнă.
Çур аки ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 1863 тонна кирлĕ пулать. Кĕлетсене 2334 тонна хывса хăварнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрлăхăн 72 процентне кондицие лартнă. Ыттисем çÿп-çаплă, чирлĕ, шăтаслăхĕ начар. "Вперед" ял хуçалăх кооперативĕнче, "Янишево", "Сеспельское", "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче вăрлăхăн пысăк пайĕ пахалăхĕпе начар. Çак хуçалăхсенче тухăçлă тыр-пул туса илесси пысăк ыйту паллиллĕ. Ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пур хуçалăхра та вăрлăха акма юрăхлă кондицие çитермелле.
Мĕн акатăн, çавă шăтать. Паха та сывă вăрлăх лайăх тухăç парать. Районта пĕрчĕллĕ элит вăрлăх 161 тонна туяннă. "Канаш", "Победит", "Родник" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Мотор" ял хуçалăх кооперативĕ, Малов тата Шпаков фермер хуçалăхĕсем элит вăрлăх тупăш кÿрессе ăнланса ĕçлеççĕ, шанчăкĕ те пысăк. Кăçал çак вăрлăха туса илессине аталантарма уйăрса панă субсидипе, 1472,8 пин тенкĕпе, усă курмалла.
Хальхи вăхăтра республикăра ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсен сутлăхра 808 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен элит вăрлăхĕ, 350 тонна лартмалли çĕр улми пур. Туянасси пирки тĕплĕнрех республикăн Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.
Кăçалхи çул тухăçа ÿстерме тата тăпра пулăхне пуянлатма минераллă удобренисем 2227 тонна кирлĕ. Хальлĕхе 501,3 тонна кÿрсе килнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Нектар", "Аск "Канаш" пĕрлĕхсем, Владимиров, Шпаков фермерсен хуçалăхĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. "Янишево", "Весна", "Мотор", "Сормовский", "Пинер" хуçалăхсенче, "Мотор" агрофирмăра пачах çук.
Техникăна хире тухма мĕнле хатĕрленине куçран вĕçертмеççĕ. Çур акине 201 трактор, 99 культиватор, 107 сеялка хутшăнĕ. Техникăна ĕçлеттерме 300 тонна дизтопливо кирлĕ пулать. 230 тонна (77 процент) кÿрсе килнĕ. "Янишево", "Вперед", "Родина", "Сеспельское" тата "Маяк" хуçалăхсенче çунтармалли тата сĕрмелли материалсем çукпа пĕрех. Саппас пайсем, удобрени, вăрлăх, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине шута илсе, туянма 25 миллион тенкĕ кирлине палăртнă.
Кăçал ял хуçалăхăн сезонти ĕçĕсенче пулăшу парас тĕллевпе элит вăрлăх, минераллă удобрени, ÿсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлеме хими хатĕрĕсем туянса тăкакланă укçа-тенке саплаштарма субсиди пама пăхнă. Вăрлăхсен субсиди ставкисене пысăклатнă: кĕрпелĕхлисенне – 80 процент, пăрçа йышшисенне – 45, çĕр улминне – 50, нумай çул ÿсекен курăксенне – 35 процент. Пĕрчĕллĕ культурăсемшĕн паракан субсидисен виçисем – республика тата федераци бюджечĕсенчен тÿленине шута илсе, тоннăшăн 8900 тенкĕ, пĕр тонна çĕр улмишĕн 13380 тенкĕ.
Кăçал районăн тĕш тырă 30 пин тоннăран, çĕр улми 40 тоннăран кая мар туса илмелле. Тĕллевсем пысăк, ăна пурнăçлас тесен кашни ертÿçĕн яваплăха ÿстермелле. Дисциплина çирĕп пулни те çитĕнÿ тăвассинче пулăшу пулса тăрать.
Кăçалтан пушă выртакан çĕрсене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Ял тăрăхĕсене план-задани панă. Чылайăшĕнче инвесторсем ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.
Хĕвел хĕртсе пăхнипе юр куписем çÿхелсех пыраççĕ. Асфальт сарнă çулăн хăш-пĕр вырăнĕсенче шыв кÿлленчĕкĕсем çуталса выртаççĕ. Хытă сийлĕ çул çуркаланса ан пĕттĕр тесен канав чавса юхтарса ямалла. Çул айĕпе хунă пăрăхсене юр-пăртан тасатмалла. Çулсем çинчи юр сĕлкĕшĕ машинăпа пырса кĕме пысăк чăрмав кÿрет, уйрăмах маршрутлă автобуссене, васкавлă медпулăшу тата пушар машинисене çÿреме кансĕр. Апла пулсан вĕсене тасатмалла. Пĕвесене татса каясран сыхламалла. Кĕçĕн Çавал çырантан тухса инкек кăтартма пултарасса кĕтсе илме хатĕр пулмалла. Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕллевпе палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртес тесе çине тăрса ĕçлемелле.
Вăрмансенче пушар тухассинчен асăрхаттарас енĕпе калаçу пулчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çурхи ейĕве ирттерсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин планĕнче палăртнă мероприятисене вăхăтра тăвассине вăйлатма сĕнчĕç. Вăрмантан инçе мар ларакан ялсен пушар хăрушсăрлăхĕн паспорчĕсене хатĕрлессине çак уйăхăн 20-мĕш кунĕччен вĕçлеме ыйтрĕç. Çакăн пек ялсен йышĕнче – Çĕнĕ Ачча, Катек, Тăрăн, Пайкилт, Кайăкьяль, Çатăрка Çырми, Кĕлтеçулĕ, Ăвăспÿрт Кипеч, Березовка, Чăрăшкасси, Шăхасан выçăлкки, Çĕнĕ Чалкасси, Çĕнĕ Туçа, Çÿлти Вăрманьял, Анат Вăрманьял, Хучел, Хунав, Микушка, Муллавар, Алешово, Ямăрса, Çĕнĕ Кипеч, Кивĕ Ахпÿрт, Кивĕ Шелттем, Çĕнĕ Шелттем, Çĕнĕ Юнтапа, Çĕнĕ Шуртан ялĕсем, Зеленый, Новый поселоксем.
Ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пуçланать. Уйăхлăхра ирттермелли ĕçсемпе районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова паллаштарчĕ. Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм пайĕн секторĕн заведующийĕ С.Николаев ялсене тирпей-илем, ешĕл тум кÿрес, санитари енчен тата пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурас енĕпе ирттерме палăртнă ик уйăхлăх çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах йывăçсемпе тĕмсем лартас, вăрмансене хăрнă йывăçсенчен тасатас, палăксемпе обелисксене, масарсене çÿп-çапран тасатас ĕçсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа район территоринче 9 пушар пулнă. Вут-çулăмра пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Çулсем çинчи 9 автоинкекре 12-ĕн суранланнă, иккĕн вилнĕ. Район халăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе епле ĕçлесе пыни çинчен район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене тăвакан Н.Кочкина каласа пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров районăн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Коммуналлă пулăшусемпе, уйрăмах газпа, электроэнергипе усă курнăшăн пухăннă парăмсем çав-çавах пысăк-ха. Хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла туни газшăн тÿлес ыйтăва татса панă пулĕччĕ. Ку енĕпе республикăн хăш-пĕр районĕсенчен, сăмахран, Елчĕк енрен, илмелли, вĕренмелли ырă тĕслĕх пур.
Лару вĕçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, пуçĕсене хунă салтаксен арăмĕсене пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли Программăпа килĕшÿллĕн Вăрман Енĕшри М.Семеновăна, Ăвăспÿрт Кипечри А.Федотовăна, Шаккăлти А.Филипповăна çурт лартма е туянма укçа уйăрса панине ĕнентерекен хутсем пачĕç.
В.АЧЧА.