08 апреля 2011 г.
Республикăри шкулсенче акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен çуллен иртекен конкурсĕ вĕçленнĕ. Педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультечĕ чылайăшĕшĕн тăван çурт пек пулса тăнă. Вĕсене тата хăйсен пултарулăхне кăтартма хатĕр ытти çынсене ăшшăн йышăннă. Жюри составĕнче паллă педагогсем, филологи наукисен кандидачĕсем, пĕлтĕрхи конкурс çĕнтерÿçи пулнă.
Виçĕ тур кăтартăвĕсем тăрăх чи лайăх вунă вĕрентекене палăртнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн районти Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Л.Тихонова. Людмила Александровнăна дипломпа наградăланă.
Конкурса педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультечĕ тата "Акăлчан ресурсĕн центрĕ" обществăлла организаци йĕркелесе ирттернĕ.
В.ТИМОФЕЕВ.