08 апреля 2011 г.
Республикăра тракторсен, çул-йĕр, строительство тата ытти машинăпа вĕсен прицепĕсен юсавлăхне тĕрĕслемелли тапхăр пуçланнă. Предприяти-организацире (харпăрлăх тĕсĕсене пăхмасăр, çав шутра хуçасен те) шута илнĕ мĕн пур техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.
Чăваш Ен Патшалăх технадзорăн районти специалисчĕсем график йĕркелес ĕçе пуçăннă. Гостехнадзор пуçлăхĕ В.Димитриев çирĕплетнĕ хушупа килĕшÿллĕн вĕсен техника тĕрĕслевĕ пуçланиччен 20 кун маларах машина хуçисене хăш вырăна тата мĕн вăхăта çитмеллине пĕлтермелле. Хăйсен техникине тĕрĕслеттермен хуçасене административлă майпа явап тыттарасси çинчен асăрхаттараççĕ.
Патшалăх тĕрĕслевĕ 2011 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать.
И. СЕРГЕЕВА.