08 апреля 2011 г.
"Цивиль" ООО ертÿçи Вениамин Ефимов иртнĕ çулхи раштавра Мари Республикинчен пушмак пăрусем илсе килсен канăçа çухатрĕ. "Ĕне пулма хатĕрленекен выльăхсем çĕнĕ вырăна епле хăнăхĕç-ши;" – шухăшларĕ вăл. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене рациона пуянлатма, апата хĕрхенмесĕр пама хушрĕ: пăрулас вăхăт çитиччен вăй хушчăр, çирĕпленччĕр.
Общество унчченхи çулсенче тыр-пулпа пахча çимĕç çитĕнтерчĕ. Ял çыннисем хĕрлĕ кăшман тухăçлă ÿстерме вĕренсе çитрĕç. Пĕлтĕр те тип шара пăхмасăрах аван пулчĕ. Хуçалăх ăна авăн уйăхĕнчен пуçласа хĕлĕпех сутрĕ, кирлĕ самантсенче чĕрĕ укçа питĕ пулăшрĕ.
"Цивиль" хуçалăх выльăх апачĕ те тулăх хатĕрлерĕ. Улăм халĕ те сутлăх пур. Эпĕ пулнă кун Йĕпреç районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхран улăм илме пынăччĕ.
Чылай ял хуçалăх предприятийĕ выльăх апачĕ туянса миллионшар тенкĕ тăкаклать. Вениамин Михайлович ертсе пыракан общество пĕлтĕр утă-улăма питĕ тирпейлĕ пухса кĕртнĕрен ăна сутса тупăш илет, хуçалăха малалла ăнăçлă аталантарать. В.Ефимов выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме темиçе çул каяллах тĕллев тытнăччĕ, анчах юхăнса ларакан витесене пула ĕмĕт çийĕнчех пурнăçланаймарĕ. Вĕсене тĕпрен юсаса пĕлтĕр çĕнĕрен хута ячĕç. Кĕçех фермăра пушмак пăрусен сасси илтĕнме тытăнчĕ.
– Пĕр отрасль теприне пулăштăр, йывăр вăхăтра тăкака саплаштарма май патăр тесен хуçалăха комплекслă аталантармалла, – паллаштарчĕ ĕмĕт-тĕллевĕпе Вениамин Михайлович.
Килтисем ăна ыйхине татса фермăна ирех çул тытнăшăн хĕрхенеççĕ паллах. Ара, тепрер сехет çывăрсан пуç лайăхрах канать, организма вăй-хал ытларах кĕрет мар-и; Анчах Вениамин Ефимов кун çинчен пачах та шухăшламасть. Çĕнĕ кун уншăн фермăран пуçланать. Ыйхă мар, ĕнесем пăрулама тытăнни вăй хушать ăна, умри йывăрлăхсене парăнтарма хавхалантарать. Ăратлă выльăх шултра йышши, йывăррăн пăрулаççĕ. Çавăнпа фермăра çĕрĕн-кунĕн дежурство йĕркеленĕ. Пĕчĕк чунсене вара уйрăм пăхаççĕ, читлĕхе ăшăтаççĕ. Çитĕнсен кунтах юлĕç, çавна май кĕтÿ пысăкланĕ.
Çамрăк ĕнесем талăксерен вăтамран 15-16-шар килограмм сĕт антараççĕ. Шел, зоотехник çукки ура хурать. Шалу лайăх тÿлесен те специалист тупăнманни Вениамин Михайловича та тĕлĕнтерет: "Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче хамăр районти студентсемпе тĕл пулнăччĕ. Аудиторие пухăннă 100 ытла çамрăкран 5-6-шĕ çеç яла пыма кăмăл пуррине палăртрĕ", – аса илчĕ "Цивиль" ООО ертÿçи.
Выльăх пăхакансем 6,5-7 пин тенкĕрен кая мар укçа илеççĕ. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри ялтан Канаша 4-5 тенкĕшĕнех кайса çÿрет, çул çÿресе нумай тăкаклать. Шалу ытларах илме май пулсан та çамрăксем фермăран ютшăнаççĕ.
Хуçалăх халĕ çур акине хатĕрленет. "Механизаторсем тимĕрçĕ лаççинче сÿре юсаççĕ", – пĕлтерчĕ гараж заведующийĕ Валерий Порфирьевич Данилов. Кăçал машина-трактор паркне 1,5 млн тенкĕлĕх пуянлатма палăртнă. "Кивĕ техника тăкак çеç кÿрет. Саппас пайсем, топливо нумай кирлĕ. Çĕннипе трактористсен ыйтăвĕ те татăлать", – терĕ В.Ефимов.
Тăрăшуллисене ятран асăнчĕ Вениамин Михайлович: Елена Игнатьева, Валентина Степанова, Людмила Лаврова, Александр Васильев, Олег Данилов, Александр Тимофеев...
В.ГРИГОРЬЕВ.