АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеш

08 апреля 2011 г.

Маттур пичче Андриян

Пире чапа кăларчĕ.

Тĕнче уçлăхĕ таран

Ентеш вĕçсе хăпарчĕ.

Пирĕн Улăп Андриян,

Ячĕ манăçмĕ нихçан.

Сасси Çĕр чăмăрне ян-н-н!

Кайрĕ унăн уçлăхран.

Мăнаçлă Чăваш Енĕн

Чăн-чăн çăлтăр кăйкăрĕ.

Ĕмĕрех вăл пирĕншĕн

Хаклă çĕршыв çăлтăрĕ.

Мухтавлă ентеш пĕрре –

Чăваш Енре, çĕр çинче.

Ячĕ юлчĕ ĕмĕре

Чăваш халăх чĕринче.

Тăван çĕршывĕ паттăрĕ –

Чăваш Енĕн мухтавĕ.

Асрах космос харсăрĕ,

Çитрĕ чаплă уявĕ.

Николай АГАКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика