08 апреля 2011 г.
Раççей космонавтики 50 çул тултарнă май Янкăлчри вăтам шкул музейĕнче экспозицисене çĕнетнĕ, конкурс темипе ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ, кĕнеке куравĕ, информаци сехечĕсем йĕркеленĕ. Вăтам ÿсĕмри ачасем валли "Космос историйĕ" ятлă викторина ирттертĕмĕр. Викторинăра ачасем ыйтусене хуравларĕç, космос ракетисем ÿкерессипе ăмăртрĕç, урăх планетăсем çинче пурăнакансене те ÿкерсе кăтартрĕç, вĕсемпе калаçрĕç. 5-мĕш класри Люда Русскова, Анна Паторова, 6-мĕш класри Лена Семенова, Настя Убасникова, Эльвира Иванова, Нина Филиппова маттур пулчĕç.
Аслă классенчи ачасемпе "Женские тропинки в космосе" темăпа презентаци ирттертĕмĕр. Ăна хатĕрлес ĕçре 8-мĕш класри Саша Павловпа Андрей Архипов хастар пулнине палăртмалла.
К.ИВАНОВА, шкул музейĕн ертÿçи.