08 апреля 2011 г.
Тĕнче уçлăхне пуçласа этем вĕçсе кайнăранпа 50 çул çитрĕ. Çав кун авиаци майорĕ Юрий Алексеевич Гагарин тытса пыракан "Восток" карап çĕр тавра 108 хут çаврăннă. Çапла майпа вăл космос вĕçевĕн эпохине уçнă. Чăваш халăхĕ пĕрремĕш летчик-космонавт ятне хăйĕн асĕнче ĕмĕрлĕхе хăварнă. 1976 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта ун ячĕллĕ урамра унăн палăкне уçнă. Пĕрремĕш космонавт ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта библиотека хисепленсе тăрать.
Килес çул августăн 11-мĕшĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ , СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев "Восток-3" карапа космоса илсе тухнăранпа 50 çул пулать. Паллă датăна чыслăн кĕтсе илес тĕллевпе республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăннă та ĕнтĕ.