06 апреля 2011 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Сиккасси вăтам шкулĕн спорт залĕ хаваслă шавпа кĕрлесе тăчĕ. Унта волейбол вăййипе ял Кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Сывлăх уявне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге уçрĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Шкула палăртнă кун Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ В.Симень, армспортăн республикăри федерацийĕн президенчĕ И.Смоленцев килсе çитрĕç. Хăнасем ăмăртăва хутшăнакансене ăшшăн саламларĕç, алă вăйĕпе кĕрешес ăсталăха Сиккасси тăрăхĕнче аталантарасси пирки те калаçрĕç. Волейбол турнирне Н.Агусев вĕрентекен йĕркелесе пычĕ.
Вăйăра мала тухассишĕн Яманкасси тата Сиккасси ялĕсенчен пĕтĕмпе ултă команда тупăшрĕ. Хĕрÿ тытăçусене хаклама, хăйсен юратнă ушкăнĕсене хавхалантарса тăма куракансем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Çакă Сиккасси тăрăхĕнче волейбола юратнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Финала "Кăйкăр", "Хищники" тата спорт ветеранĕсен командисем тухрĕç. Кубока тата ылтăн медальсене тивĕçнĕ çĕнтерÿçĕсем: Миша Кузнецов, Саша Карзаков, Юрăпа Саша Грачевсем, Женя Мухин, Костя Филиппов. Çак пултаруллă çамрăксене районти ăмăртусенче те час-часах курма пулать. Кĕмĕл медальсене иккĕмĕш вырăна тухнă Алексейпе Гена Ивановсен, Саша Андреев, Ваня Фадеев, Женя Изенгеев тата Владик Волков кăкăрĕ çине çакрĕç. Спорт ветеранĕсем: Н. Агусев, Н. Софронов, С. Горячкин, И. Долгов тата Михайловсем пăхăр медальсене тивĕçрĕç. "Çамрăксене хăйсен çулĕпе тĕслĕх кăтартса пыни савăнтармасть-и-ха!" – калаçни илтĕнет куракансен хушшинче.
Чи кĕçĕннисем, 9-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç, вĕсем те аслисенчен пач юласшăн мар. "Вăйă ăсталăха туптама пулăшать çав", – хавхаланса пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ Р.Иванов, С.Миттов, В.Васильев, А.Кузнецов, Д.Вазинге, Д.Мурашкин.
"Ăмăртăва Яманкасси ялĕнчен команда тăратни те савăнтарчĕ мана", – ыттисемпе килĕшет вĕрентекен. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, унăн уссине чунпа туйса илме пултарни кăмăла çĕклет.
Н.АГУСЕВ, вĕрентекен.