АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев патне ăнтăлмалла

06 апреля 2011 г.

Тĕллев патне ăнтăлмалла

Юрий Михайлович чи малтанах – сывă пурнăç йĕркин хуçи. Физкультурăпа туслă вăл, ирсерен чупма çÿрет, шыва кĕрет, йĕлтĕрпе ярăнать, волейболла, теннисла вылять. Тенниса уйрăмах кăмăллать. Çавăнпах ĕнтĕ яланах йăрăс пÿллĕ, тирпейлĕ, илемлĕ. 70 çул уншăн нимĕнле чикĕ те мар. "Хама 50-55 çулсенчи çын пек туятăп", – тет вăл.

Иккĕмĕшĕнчен, Юрий Михайлович филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс литературин кафедрин пуçлăхĕ. Вăл çĕнсе илнĕ сумлă ятсен ретне тата та тăсма пулать. Кĕнекесем кăларать, статьясем çырать...

Унччен маларах Юрий Артемьев 70 çул тултарнине халалласа эпир ун çинчен ĕçтешĕсем çырнă "Ăсталăх та, хавхалану та..." материала пичетленĕччĕ. Хальхинче Юрий Михайлович хăй çуралса ÿснĕ, вĕреннĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă тăван ялĕнчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕнче ентешĕсемпе тĕл пулу каçĕ ирттерчĕ. Унпа пĕрле килнĕ çывăх юлташĕсем-ĕçтешĕсем малтан Сиккасси вăтам шкулне çитсе курчĕç. Кунта чăвашсен чаплă художникне, Сиккассинче çуралса ÿснĕ Анатолий Миттова асăнса кĕтес уçнине ырларĕç. Çавăнпах ĕнтĕ Алексей Трофимов ăсчах ачасене: "Мухтавлă çĕршывра пурăнатăр, мухтавлă шкулта вĕренетĕр эсир. Юрий Михайлович сирĕн ялшăн, районшăн, пирĕн республикăшăн пысăк чап. Тăрăшса вĕренĕр. Аслисене хисеплĕр. Хăвăрăн ентешĕрсем пек сумлă, мухтавлă çынсем пулăр", – терĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, институтра ĕçлекен Леонид Петров чĕлхеçĕ хăйсен вĕрентекенĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Бабанов ентешĕ çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç

Мана Марина Карягина калани уйрăмах килĕшрĕ. Ачасенчен пĕр-иккĕшĕ те пулин вăл каланисене хăлхана чиксе юлчĕ пулсан питĕ аванччĕ.

– Çут çанталăкран тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Нихăçан уçса парайми вăрттăнлăх унра. Сиккасси вăрттăнлăхĕ пирки шухăшлатăп: пĕр ялта пĕр пысăк çын çуралать те тĕнче умне çĕкленет. Ун хыççăн поэтсем кăшăл! хăпараççĕ. Мĕнле çынсем пурăнаççĕ кунта, ваттисем ачасене мĕнле ăс парса хăвараççĕ; Ялĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Анчах та çак ял кăна пама пултарнă Юрий Михайлович Артемьева. Уйрăм ăс, чĕлхе, шухăшлав панă.

Ачасем, ăнланса ÿсĕр: эсир хальлĕхе хăвăр ăс-тăнăра мĕн хывса янине пĕлместĕр, ăнланмастăр. Анчах çакна асра тытăр: çыннăн чи малтан тăван чĕлхене, тăван яла юратмалла, ваттисене сума сумалла. Çавăн пек çын кăна çĕр çинче ыррăн утма пултарать, йĕр хăварать. Хăй вилсен те унăн ĕçĕсем çуралса ÿснĕ вырăнти халăх асĕнче пурăнаççĕ.

Пĕлĕр, вĕренĕр ытти чĕлхене те. Чăн сĕткенĕ – анне панă чĕлхере. Вара сиртен чăн-чăн çын пулать", – терĕ Чăваш телевиденийĕн журналисчĕ.

Юрий Артемьев шкулти вăхăтсене, хăйне вĕрентнĕ учительсене аса илчĕ. "Ачан тĕллев пулмалла. Вĕренме ÿркенмелле мар. Çамка тиррине хытармалли, тимлемелли, пусăрăнса лармалли ĕçсĕр пысăк ĕç тума çук. Хамăр ялсене литература тĕпчевĕн анинче курас килет. Хамра вăй тапса тăнине туйса тăратăп. Шкулпа темиçе çул каялла ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕччĕ эпир. Çав хутшăнăва çĕнĕрен чĕртсе тăратмаллах пирĕн. Вара, тен, ăслăлăх çулне суйласа илекенсем те тупăнĕç", – терĕ Юрий Михайлович.

Студент çулĕсенче Юрий Артемьев, шел те, пире вĕрентмен çав. Анчах манăн аса вăл çирĕп кĕрсе юлнă: шурă çÿçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, яланах таса та яка тумланнă, вăтам пÿллĕ лăпкă арçын. Асăрханă тăрăх, тăхтав вăхăтĕнче ăна яланах студентсем хушшинче курма пулатчĕ. Лăпкăн, васкамасăр утатчĕ вăл коридор тăрăх...

Сиккассисен ырă тĕслĕх илмелли çын нумай: профессорсем, паллă художниксем, врачсем, строительсем, спортсменсем, бизнесменсем... Çамрăксен вара пĕр пысăк ĕç – тĕллев лартса ун патне ăнтăласси пулмалла.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика