06 апреля 2011 г.
Çулталăк пуçланнăранпа район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси 60 протокол пăхса тухрĕ. Пурте вĕсем тавралăха тирпей-илем кÿмелли правилăсене пăснипе çыхăннă. Ахаль сăмахсемпе каласан, çынсем çÿп-çапа, ăпăр-тапăра, урай çунă хура шыва урама тухса тăкса çут çанталăк панă илеме пăсаççĕ. Нумайăшĕн çакă мĕн çамрăкран хăнăхнă йĕрке: таса мар япалана ниçта та мар, урама кăларса пăрахмалла.
Çавăнпа та комиссие чĕнтерекенсенчен хăшĕ-пĕри кăна хăй тĕрĕс мар тунине йышăнать. Теприсем вара те хăйсене çав тери "чăнкă" кăтартасшăн, те комиссире ытла та айван çынсем лараççĕ тесе шутлаççĕ, "хура шыва урама тăкмасан ăçта тăкмалла вара" е "эпĕ пĕлмен ун пек тухса тăкма юраманнине, кÿршĕсем те каламан", е тата "эпĕ мар-ха, ывăл ача тухса пăрахнă" теççĕ. Ывăл ачи текенни вара 41 çула çитнĕ арçын. Санитари правилисене пăсса айăпа кĕнисем тÿрре тухма пăхнине итлесе ларнă май кулăшла пулса каять. "Ку таранччен хура шыва нихăçан та урама тăкса курман. Пĕрре тухрăм та участковăй тĕлне пултăм". Протокола çирĕплетекен сăн ÿкерчĕк çине пăхсан çав пĕрре шыв тăкнă вырăнта мĕн кăна сапаланса выртмасть: сухан, çĕр улми, апельсин-мандарин хупписем, консерва банкисем, йогурт савăчĕсем... Йытăсем апат шыраса чакаласа пĕтереççĕ те çăрăлса выртать вара çав вырăн. Хуçисем кил-çурт умĕнчи тасамарлăх тĕлĕнчен куç хупса иртсе çÿреççĕ-ши;
Хăшĕсем: "Халĕччен пулманччĕ кун пекки. Ачасем хуларан килнĕ те тем тума урама тухса пăрахнă;" – теççĕ. Ара çав çăрăлчăк вырăнне урамра йĕркеленĕ тĕк унтах тухса пăрахаççĕ ĕнтĕ вĕсем, ку ĕçе ăнсăртран тумаççĕ вĕт. "Урама мар тăк, ăçта;" – теççĕ. Тислĕк купи çине. Е кил картинчи пахчари пĕр кĕтесе. Сиенлĕ шыв улма-çырла йывăçĕн тымарне кăна ан лектĕр. Пахчара, хăть мĕн каласан та, пĕр пĕчĕк çеç пушă çĕр лаптăкĕ тупăнатех. Çÿп-çапа урама тухса пăрахса милици аллине лекиччен, 200 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф тÿличчен тирпейлĕхе пăхăнни аванрах-тăр.
Ялта нумайăшĕ машина-тракторлă. Трактор прицепне кермен пек çурт умне лартса хурсан çак илем пахалăхĕ чакать. Хуçисем техника хатĕрĕ йышăнакан урамри вырăншăн аренда укçи тÿлетпĕр теççĕ-ха та, анчах çак йĕрке вăл РФ КоАПĕнче кăтартнă тăрăх çурт-йĕр тума хатĕрленекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсем строительство материалĕсене хума вырăншăн аренда тÿлеме пултараççĕ. Техника хатĕрне вара пĕр тĕлтен тепĕр вырăна куçарма пулать. Кил картине, теприсем пахчана кĕртсе лартаççĕ те вăл никама та кансĕрлемест, тавлаштармасть те. Хамăр кÿршĕрех пĕрин "ГАЗ-52" автомашина, пĕчĕк трактор, теприн прицеплă МТЗ, "мотоблок" текен тракторсем, мотоцикл-квадрацикл, çăмăл автомашина, виççĕмĕшĕн каллех темиçе тĕрлĕ техника хатĕрĕ пур, анчах пĕри те кил е хапха умĕнче хĕл каçмаççĕ. Харпăр хăй машина-трактор тытакансем мĕн чухлĕн тата. Пурте кил хуçалăхĕнче хăйсен вырăнне тупнă. Техника управлăхĕпе лару-тăру йĕркеллĕ теме пулать пирĕн енче. Çуркунне çĕр типсен пурте урамсене тасатма хутшăнсан, ăçти çук япаласене çырма-варсене тултарма пăрахсан тата та аванрах пулĕччĕ. Вара хамăр пурăнакан урам, ял, район илемĕпе хăй патне илĕртĕччĕ. Тирпейлĕ пулма нумай та кирлĕ мар-çке-ха.
И.ВЛАДИМИРОВА.