06 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне кĕрсен куçа трибуна çумĕнчи вăрăм сĕтел çинче ларакан хитре кăна кубок тĕл пулчĕ. Анлă ларăва ертсе пыракан тата хăнасем киличчен çывăхах пырса ун çине мĕн çырнине вулама ĕлкĕртĕм, тытса та пăхрăм. Акă мĕн пĕлтĕм эпĕ: пирĕн район Чăваш Республикинчи районсем хушшинче физкультурăпа сывлăх тата спорт ĕçĕсене йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурс çĕнтерÿçи иккен.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ларăва çак наградăна тивĕç пулнă ятпа саламласа уçрĕ. Шупашкартан ăна республикăн физкультура, спорт тата туризм министерĕн çумĕ, Шаккăл ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Яковлев илсе килнĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн лару хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ.
Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секцийĕн заведующийĕ В. Ильин иртнĕ çулхи спортпа массăллă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ тата кăçалхи задачăсене палăртрĕ. Хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинчен кĕскен чарăнса тăрар-ха. Виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне тата 566 çын хушăннă. Районта спорт сооруженийĕсем 247, çав шутра ишмелли бассейн 1, уçă спорт сооруженийĕсем 178, спорт залĕсем 33, хоккей курупкисем 7, тирсем 20, спорта аталантарма юрăхлă вырăнсем 11. Юлашки çулсенче Катек, Янкăлч, Уçырма, Энтрияль, Атнаш ялĕсенчи шкулсен спорт залĕсене тĕпрен юсанă. Анат Сурăмра, Энтриялĕнче, Вăтакас Кипечре, Тури Юнтапара тата Шуркассинче хоккей курупкисем тунă. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Карăклăри филиалĕн çурчĕ юхăнса кайнă. Çак ыйтăва татса парас енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Е.Козловăн спорт шкулĕн директорĕпе В.Никитинпа васкавлăрах ĕçлемелле.
Юлашки çулсенче районта йĕлтĕр спорчĕ вăйлăн аталанса пычĕ. Çĕнĕ Шелттем çывăхĕнче йĕлтĕр трасси уçма питех те меллĕ вырăн пур. Шăхасанта тăваттăмĕш çул физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Иртнĕ çул унти спорт занятийĕсене 82154 çын çÿренĕ, виçĕм çул – 68792. Пĕлтĕр физкультурăпа спорт пулăшăвĕсем 1 миллион та 325 пин тенкĕлĕх панă. Виçĕ çулта республикăри, районти, вырăнти пĕлте-рĕшлĕ спорт ăмăртăвĕсем тата сывлăха çирĕплетмелли ытти мероприяти 150 яхăн йĕркеленĕ. Çуллахи вăхăтра "Космонавт" лагерьте канакансем бассейна графикпа пыраççĕ. Шăхасан, Çеç-пĕл, Пайкилт, Сухайкасси, Ямаш, Аслă Мами, Атнаш шкулĕсенче вĕренекенсем ФСКан спорт секцийĕсене активлă çÿреççĕ.
Районта спорт шкулĕсем иккĕ – Çĕнĕ Шелттемре тата Вырăскас Пикшихре. Вĕсене тата вĕсен филиалĕсене 1130 ача çÿрет. Иртнĕ çул иккĕн ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă: вĕсем – Шăхасанти Д.Семенов тата Асхвари А.Иванов. Çĕнĕ Шелттемри К.Ильин кире пуканĕ йăтса, Уçырмари Е.Тарасова ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă. Хĕрĕхĕн спортăн пĕрре-мĕш разрячĕн нормативне пурнăçланă.
Çулсерен пирĕн спортсменсем республикăри, тĕнчери ăмăртусенче çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçал Çăлпуç хĕрĕ Н.Федорова Европа чемпионатĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтернĕ, тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Районти спорт шкулĕн воспитанникĕ А.Афанасьев Европăра кĕрешсе мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура 5-мĕш пулнă, тĕнче чемпионатĕнчен бронза медальпе таврăннă. Чакаç вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен К.Тарасова 1992 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче армспорт енĕпе ирттернĕ ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Кристина Брянскра пĕрремĕш вырăн йышăннă, унăн юлташĕ Е.Васильева – виççĕмĕш. Тутарстанри Елабуга хулинче Пĕтĕм Раççейри ялти çуллахи спорт вăййисенче пирĕн район команди вĕрен туртассипе иккĕмĕш вырăна тухнă. Командăра – А.Сергеев, А.Егоров (Асхваран), Д.Семенов (Шăхасантан).
Пуш уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Омск облаçĕнчи Красноярка поселокĕнче ялти хĕллехи спорт вăййисем иртнĕ. Чăваш Республикин команди 45 регион хушшинче виççĕ-мĕш пулнă. Сухайкасси ял тăрăхĕнчи йĕлтĕрçĕсен команди эстафетăра çиччĕмĕш вырăн йышăннă, командăсем хушшинчи пĕтĕмĕшлĕ кăтартăвĕ – 14-мĕш. А.Никитин уйрăм чупса финиша 14-мĕш çитнĕ. Нарăсăн 19-20-мĕшĕсенче республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура пирĕн йĕлтĕр-çĕсен командине çитекенни пулман. Ытти спорт тĕсĕпе те çитĕнÿсем пур. Сăмахран, конькипе чупса Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче 4-6-мĕш классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ команда Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕн республикăри тапхăрĕнче мала тухнă. Павловсен çемйи спортпа туслă çемьесен фестивалĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн парнине çĕнсе илнĕ. Районти футбол командисен чемпионатĕнче турнирăн чи çÿлти вырăнне "Шихазанец" йышăннă.
Районта спорт клубĕсем 11. Вĕсене спорта чунĕпе парăннă çынсем ертсе пыраççĕ. Спортпа массăллă тата сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе Энтрияль, Чакаç, Сухайкасси, Уçырма, Вăтакас Кипеч, Хучел, Асхва, Вăтапуç ял тăрăхĕсенче кирлĕ шайра иртеççĕ.
Пренире районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Никитин, Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Петров, Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Ф.Спиридонов, Чакаç вăтам шкулĕн директорĕ Р.Анисимова, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев тухса калаçрĕç. Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев хăйĕн сăмахĕнче спорт ăмăртăвĕсене çамрăксене кăна мар, аслă çулсенчисене те явăçтармаллине палăртрĕ. Вĕсене интересĕсемпе килĕшсе тăракан секцисене çÿреме чĕнмелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов шухăшĕпе спорт организацийĕсем хăйсен задачисене пысăк çитĕнÿсем тăвассинче кураççĕ. Массăллă спорт вара – районта спорт мĕнле аталаннине уççăн кăтартакан пулăм.
Шăхасан ялĕнче пурăнакансем хушшинче физкультурăпа спорт комплексĕн тĕрлĕ секцине çÿрекенсем питĕ сахаллăн, хоккей курупки те пушă ларать. Çак сăлтавсене кура республикăн Физкультура, спорт тата туризм министерстви кунта стадион тăвас ыйтăва татса пама васкамасть-ха.
Лару спорт активисчĕсене наградăланипе вĕçлен-чĕ. Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Д.Ермолаев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2006 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕ-шÿллĕн талантлă çамрăксене аталанма пулăшас енĕпе пуçарнă премин лауреачĕ пулса тăнă. Министр çумĕ А.Яковлев Дмитрий Васильевича Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин çак хисепе тивĕç пулнине ĕнентерекен дипломне пачĕ. Спорт шкулĕн директорне В.Никитина ялти спорт юхăмне аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн тата ялти хĕллехи спорт вăййисенче пысăк ÿсĕм тунăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнисем – Чакаç Вăтам шкулĕн директорĕ Р.Анисимова, физкультура учителĕсем В.Алексеев (Вăтапуç), С.Яковлев (Вăтакас Кипеч), В.Николаев (Ухман), Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Раççей спорт мастерĕ Д. Семенов кĕ-решÿçĕ. Районти спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсене П. Архипова, Д. Кондатьева, Шаккăл вăтам шкулĕн физрукне А.Мироновăна, Энтрияль тăрăхĕн специалистне А.Иванова физкультурăпа спорта аталантарас тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçри активлăхшăн райадминистраци пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕç.
В.АЧЧА.