06 апреля 2011 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче Сиккассинчи "Хурăн" садикра шкула кайичченхи вăтам ÿсĕмри ачасем валли тепĕр ушкăн уçăлчĕ. Кунта 20 ача çÿрет. Пĕтĕмпе вара ача сачĕ кунсерен 75 ача кĕтсе илет. Эрне кун тăваттăмĕш ушкăн ĕçлеме пуçланă ятпа саламлама воспитательсемпе пĕчĕккисем патне районти вĕренÿ управленийĕн специалисчĕ С.Николаева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге килчĕç. Воспитательсене ачасемпе ĕçлеме вăй-хал, тÿсĕмлĕх (ай-яй еплерех кирлĕ вăл кунта!) сунчĕç, Сиккассинчи культура ĕçченĕсем концерт лартрĕç.
Ача шкулчченхи вĕренÿ учрежденине çÿренин паха енĕсем нумай. Пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, ачасем кун каçипе воспитательсен тимлĕхĕнче пулни, вĕсем унта пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренни уйрăмах аван.
"Хурăн" садикра ăста педагогсем тăрăшаççĕ. Вуншар, çирĕмшер çул ытла ĕçлекенскерсен пĕчĕккисемпе ĕçлес ăсталăхĕ пысăк. Ачан кăмăлне тупма пĕлеççĕ, тепĕр чухне хăйсем те ачана çаврăнаççĕ, унсăрăн май çук. Çамрăксем те пултаруллă, вĕсене кунта камран тĕслĕх илмелли пур. Çакна çеç калама: "Хурăнта" ача сасси нихăçан та ан шăплантăр. Йыш хунаса пырсан пирĕн ялсем пурăнаççĕ-ха.
И.АНДРЕЕВА.