06 апреля 2011 г.
Улаксар клубĕн администраторĕ ертсе пынипе драмкружока çÿрекенсем Наталия Матюкова ывăлĕпе Алексейпе, Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Таня Петрова, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн студентки Изида Федорова, Владимир Кузьминпа Саша Хрисанов (Мускава ĕçлеме çÿреççĕ) репетицисене хаваслансах хутшăнчĕç. Декорацие те пĕрлех вырнаçтартăмăр.
Людмила Казанцева çырнă "Кучченеç" упăшка" ятлă икĕ пайлă камите сцена çине кăлартăмăр. Вырăнти артистсем хăйсен ролĕсене питĕ ăста вылярĕç. Спектакльти ĕçсем çуллахи вăхăтра ялта кÿршĕсем хушшинче пулса иртеççĕ.Камите курнă хыççăн савнă мăшăртан хакли никам та çуккине туйса илетĕн. Спектакль вĕçленсен пĕчĕк концерт лартрăмăр. Николай Иванов баян каларĕ, Андрей Фадеев, Римма Григорьева, Владимир Кузьмин чăваш юррисене пур кăмăлтан питĕ илемлĕ шăрантарчĕç. Таня Петровăпа Изида Федорова караокепе юрларĕç.
Çанталăк япăх пулчĕ çак кун: çил-тăман вĕçтерчĕ. Çапах та зал куракансемпе тулчĕ. Вĕсем ялти артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Р.ГРИГОРЬЕВА, Улаксар клубĕн администраторĕ.