АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн историе пĕлер

06 апреля 2011 г.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен районти ял библиотекисем хушшинче "Хăвăн историне пĕл" конкурс иртет. Унăн тĕллевĕ – ялти вулавăшсен ертÿçисене истори тата краеведени материалĕсене пухас енĕпе активлăрах ĕçлеттересси, патриотизм тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çамрăк ăрăва воспитани парасси. Конкурс виçĕ номинаципе иртет:

"Тавра пĕлÿ пухмачĕ" ушкăнра сценарисене, уяв программисене, мероприятисене еплерех ирттернине çырса кăтартнисене хаклаççĕ.

"Чечеклен, тăван ялăм" пайра альбомсене, фотоальбомсене, видеоматериалсене, ялти паллă та хисеплĕ çынсем çинчен хатĕрленĕ электронлă презентацисене тишкереççĕ.

"Пурăнмалла, асра тытмалла" пая çырусем, шырав хучĕсем кĕреççĕ.

Уçырма ялĕнчи тĕслĕх библиотекăра "Хăвăн историне пĕл" конкурса хутшăнма материалсем пухăнсах пыраççĕ. Акă Уçырма çынни П.Петров 1990 çулта çырса хатĕрленĕ "Асаттесен кĕнекин" икĕ томĕ те кунта упранать. Пĕрремĕш кĕнекере Уçырма ялĕн картти пур. Автор ял мĕнле пуçланса кайни, тăван тавралăхри хăртнăсем, çырмасем, çĕр пичĕ (рельеф), тыр-пул, армансем, ал ĕç промыслисем, тĕн-тĕшмĕш, апат-çимĕç, тумтирсем, тĕрлĕ кĕлĕ, вĕрÿ-суру чĕлхи, уяв йăли-йĕрки пирки çырса кăтартнă.

2-мĕш кĕнекинче вара çырулăх пуçланса аталанни, выçлăх çулĕ, империализм, граждан вăрçисем, коллективизаци, октябрьти революци, вăрçă вăхăчĕ, Канаш хули, кивелнĕ ятсем тата уйрăм çынсем пирки тĕплĕн çырса кăтартнипе паллашма май пур.

Уçырмари вулавăшра ялти хисеплĕ те паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаци те пур. Нумаях пулмасть Ленин урамĕпе фотоальбом пухса хатĕрленĕ. Çакăн евĕрлĕ паха материалсем тăван ял историне тĕплĕнрех пĕлме, ăна упраса хăварма пулăшаççĕ. Çавăнпа-тăр библиотека пуçтаракан, упракан, çĕннине, интереслине, усăллă халăх патне çитерекен учреждени.

М.ПЕТРОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика