06 апреля 2011 г.
![Техтĕрĕслев пуçланчĕ Техтĕрĕслев пуçланчĕ](../Home/588//2011/04/37/img_0154.jpg)
Çулсеренех çурхи ĕçсене пуçăниччен ял хуçалăх техники ятарлă тĕрĕслев витĕр тухать. Юсавлă трактор-машина ĕç пахалăхĕпе хăвăртлăхĕ çине кăна мар, унăн хăрушсăрлăхĕ çине те пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа ертÿçĕсем ку ĕç патне пысăк яваплăхпа пыраççĕ, палăртнă вăхăт тĕлне тракторпа машина паркĕнчи техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартма тăрăшаççĕ.
Техника пахалăхне Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти начальникĕ А.Петров вырăна çитсе хаклать. Анатолий Дмитриевич кашни трактора тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн "симĕс çутă" кăтартать, е çитменлĕхсене тупса палăртсассăн, кĕске вăхăтра пĕтерме предписани çырса хăварать.
Хаçатăн иртнĕ пĕр номерĕнче районти техтĕрĕслев графикĕпе вулакана паллаштарнăччĕ. Вăл пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен пырать. Кăçалхи техтĕрĕслев те йăлана кĕнĕ йĕркепе Ачча ял тăрăхĕнчен пуçланчĕ. Унта "Победит" тата "Родник" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем вырнаçнă. Техтĕрĕслев хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче иртрĕ. Палăртнă кун вырăнти ялсенче транспорт тытакансен те мехпарка пырса хăйсен "хурçă учĕсене" кăтартмаллаччĕ, анчах та вĕсенчен пĕри те тракторĕсене тапратма васкаманни çеç курăнчĕ.
"Победит" пĕрлĕхре пĕр рете тикĕссĕн лартса тухнă Т-150, тăватă МТЗ, ЮМЗ тата Т-16 тракторсем инспекторăн хаклавне кĕтрĕç. А.Петров кашнинпех тĕплĕн паллашрĕ, электрохатĕрсем, руль тата тормоз системи еплерех ĕçленипе кăсăкланчĕ. Çул çинче кантăк тасатакан "дворниксем" тата сигнал юсавлă пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Каярах Анатолий Дмитриевич техтĕрĕслеве пĕтĕм-летрĕ: "Техникăна юсаса йĕркене кĕртнĕ, вĕсем пурте хире тухма хатĕр".
Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Виктор Варфоломеев пĕлтернĕ тăрăх, ĕç планĕпе çур акине кăçал пĕр эрнере вĕçлеме палăртнă. Мĕншĕн тесен кĕркунне хастар ĕçленĕ, кĕрхи культурăсем унта 510 гектар йышăнаççĕ. Çуркунне 130 гектар урпа тата 100 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акса хăвармалла пулĕ. Çур акине Владимирпа Юрий Ивановсем тата Валерий Ананьев механизаторсем хутшăнĕç.
Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти начальникĕ А.Петров графикпе килĕшÿллĕн "Родник" пĕрлĕхе те çитсе килчĕ. Техтĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă пысăках мар кăлтăксене кĕске вăхăтра пĕтерсе йĕркене кĕртсе çитерме хушса хăварчĕ.
А.МЯСНИКОВ.
ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: техтĕрĕслев саманчĕсем.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.