АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи çанталăк ултавлă

06 апреля 2011 г.

Çанталăк ăшăтас енне сулăннă май çурт тăррисене юртан тасатмалли, хулăн тата йывăр катрам йăтăнса анса çынсене шар кăтартма пултарасси пирки çине-çинех асăрхаттараççĕ пулин те явапсăрлăхран хăтăлаймастпăр. Кĕске вăхăтра республикăра усал хыпар темиçе хут та сарăлчĕ. Акă иртнĕ кунсенче Шупашкарта пÿрт тăрринчен ÿкнĕ юр хĕрарăмăн пурнăçне татнă. Халĕ каллех инкек: Етĕрнере ача кÿми çине пилĕк хутлă çурт тăрринчен пăр катрамĕ ÿкнĕ. Пĕчĕкскере çийĕнчех район больницине ăсатнă. Апла пулин те йывăр суранланнăскере çăлса хăварайман.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлу хурлăхлă çак пулăмпа тÿрремĕнех çыхăннă. "Çĕршывра, республикăра çуралакансен йышне ÿстерес тĕллевпе çулсерен вун-вун программа, проект хатĕрлетпĕр. Çав вăхăтрах пуррине упрама пĕлместпĕр", – терĕ премьер-министр çут тĕнчерен уйрăлнă хĕрачан тăванĕсене вĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерсе. О.Макаров Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхне инкеке лекнĕ çемьене пур енлĕн пулăшма хушрĕ. "Çурхи çанталăк вылянчăк, ирпе каç сывлăш температури улшăнса тăрать. Çавна май çурт тăррисенчен, балкон хĕррисенчен юхакан шыв пăрланать, çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Кăçалхи нумай юрлă хĕл пăшăрханмалли сăлтав сахал мар тупса пачĕ. Çавна май пирĕн граждансен хăрушсăрлăхне упрас, чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тĕлĕшпе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшмалла", – палăртрĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.

Правительство пуçлăхĕ ÿлĕмрен инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе район-хула ертÿçисене граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва вăхăта вăраха тăсмасăр хăйсем çине илме, уйăрса панă территорири объектсене çитсе курма, управляющи компанисемпе, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх службисемпе пĕрле пурăнмалли çурт фончĕсене, общество вырăнĕсене, предприятисемпе организацисене юртан, пăртан тасатнине тĕрĕслеме хушрĕ. "Сирĕн тĕп тĕллев – граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, пурнăçĕпе сывлăхне упрасси. Кабинетсенчен тухса хăвăра шанса панă территорисене çитсе курăр. Сирĕн лару-тăрăва алăра тытмалла", – район пуçлăхĕсене туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки куллен информаци пухмалли, анализ тумалли çинчен асăрхаттарчĕ премьер-министр.

Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов ял-хулара çул-йĕре тасатмаллине, çул хĕрринчи пысăк юр куписемпе айлăмрах вырăнсенчи шыв кÿлленчĕкĕсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине, вĕсенчен май килнĕ таран хăтăлмаллине палăртрĕ. Çул-йĕр службисен шыв юхтаракан сооруженисене сăнаса тăмалла, вĕсене çÿп-çапран тасатмалла.

В.БАГАДЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика