АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ

25 марта 2011 г.

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви Раççейри ШĔМ системин патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухас текенсене йыхравлать. Курсант ята Раççейре пурăнакан пур гражданин та (18 çултан пуçласа 25 çулччен) тивĕçме пултарать. Çамрăкăн тулли вăтам (пĕтĕмĕшле) пĕлÿ илни çинчен документ пулмалла, сывлăх çирĕплĕхĕпе те палăрса тăмалла. ШĔМ системинче вĕренес текенсен физкультура, общество пĕлĕвĕ, вырăс чĕлхи тата истори предмечĕсемпе экзамен тытмалла. Пулас курсантсене вырăнти шалти ĕçсен органĕ суйласа илет. Вĕренме пуçласассăн çамрăксене ШĔМĕн кадрĕсен йышне илеççĕ, ятарлă звани параççĕ. Курсантсем "Полици çинчен" калакан Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕ-шÿллĕн пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Ытти хуласенчен вĕренме килекенсене общежитипе тивĕçтереççĕ, хĕрарăм-курсантсен пурăнмалли ыйтăва хăйсен татса памалла пулать.

Çамрăксем Раççейри ШĔМĕн Чулхулари академийĕнче (йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕн факультечĕ), Раççейри ШĔМĕн Санкт-Петербургри университетĕнче (бухучет, анализ тата аудит факультечĕ) тата Раççейри ШĔМĕн Воронежри институтĕнче (çыхăнăвăн сыхлав системи, информацие автоматизаци системипе тишкересси тата управлени факультечĕ). Курсантсен çÿлерех асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пилĕк çул вĕренмелле пулать.

Информаципе тĕплĕн-рех Шăхасан салинчи Ленин урамĕнче вырнаçнă 31-мĕш çуртра паллашма пултаратăр. Çыхăнмалли телефонсем: 49-8-21, 49-9-20.

А.МАЛОВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика