25 марта 2011 г.
Çурхи ейÿ – шыв илни е шыв тулни. Çак тапхăр вăраха пыман пулăм, юхан шывсем юр васкаса ирĕлнипе е çумăрсем çунипе тулса юхаççĕ. Юхан шывсем "кĕрлесе" юхасси темиçе сехетрен пуçласа темиçе куна пыма пултарать, çакна эпир çуркунне вăрман шывĕсем ансан асăрхама пултаратпăр. Анчах та шыв-шур çырантан тухса кайса типĕ çĕрсене шыв айне тăвасси çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те пулса иртет.
Пирĕн район çырмаллă вырăнта вырнаçнă, ун витĕр тĕрлĕрен юхан шыв юхса иртет. Çырмасен тарăнăшĕ – 20-35 метр, тăршшĕ 5-10 километрпа танлашать. Çулталăкра вăтамран 500 мм юр-çумăр çăвать. Пысăкрах юхан шывсем: Кĕçĕн Çавал, Вăрăм тата Вăта.
Шыв-шур тапранас хăрушлăх пуçланас пулсан мĕн тумалла-ха; Чи малтанах информацие тимлĕ итлĕр. Лăпкăлăх тытăр, кÿршĕсене систерĕр, ватă çынсемпе инвалидсене пулăшма васкăр. Эвакуаци валли пуçтарăнмалли ятарлă вырăна пуçлăхсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлĕр. Документсене, çул çинче кирлĕ япаласене тата темиçе кунлăх апат-çимĕçе пуçтарса шыв яман хутаç ăшне чикĕр. Электричествăна тата газа сÿнтерсе хурăр. Япаласене çÿлексем çине хăпартса хăварăр. Килти выльăх-чĕрлĕхе сăрт-туллă вырăна хăваласа кайăр.
Асăрхануллă пулăр. Инкек сиксе тухас пулсан çийĕнчех "112" телефонпа çăлав службине шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Л.ШАРОНИНА, пушар хуралĕн инженерĕ.