25 марта 2011 г.
Кăмакасене эпир пÿрт-çурта хутса ăшăтма, апат пĕçерме ăсталатпăр. Анчах та кирпĕч хунă вăхăтра тата унпа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмастпăр. Хамăр айванлăха пулах инкек тÿсетпĕр те.
Кăçал кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кивĕ Шелттем ялĕнчи Кооператив урамĕнчи пĕр кил-çуртра пушар алхасса тухнă. Сăлтавĕ: кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăсни. Вут-кăвар çурт тăррине тата верандăна юрăхсăра кăларнă.
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Малтикас ялĕнче "хĕрлĕ автан" хуçаланнă. Ку инкекре те кăмака айăплă пулнă. Анчах та хальхи тĕслĕхре пурăнмалли çурт тата унти пурлăх çунса кĕлленнĕ.
Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Асхва ял тăрăхĕнчи Уйкас ялне те инкек çитнĕ. Сăлтавĕ каллех кăмака хутнă чухне тимлĕхсĕр пулнипе çыхăннă. "Çулăм чĕлхи" пурăнмалли çурта, верандăна тата пĕтĕм пурлăха "сĕртĕнсе" юрăхсăра кăларнă.
Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче çÿлерех асăннă ял тăрăхне кĕрекен Аслă Мами ялĕнче пушар тухнă. Кăмака каллех хăйĕн усал ĕçне тунă. Телее, пÿрт шалтан çеç кăштах сиенленнĕ.
Çак тĕслĕхсене шута илсе кăмака хутнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтса калас килет. Кăмакасене, мăрьесене вăхăтра юсаса, шуратса тăрăр. Вут хутнă чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă ан курăр. Кăмака купалама ăстаçăсене кăна явăçтарăр.
Л.ШАРОНИНА, пушар хуралĕн инженерĕ.