АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăварнин усси пысăк

25 марта 2011 г.

Иртнĕ çулхи типĕ те шăрăх çу ял хуçалăхне вăйлă ура хучĕ. Çĕр ĕçченĕ акнă-лартнă вăрлăхран тухăç илеймерĕ. Çак йывăрлăх нумай ертÿçе шăвармалли системăсемпе усă курма май пурри çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.

Ку меслетпе пĕлтĕр республикăра малта пыракан хуçалăхсем усă курса пăхрĕç. Патăрьел районĕнчи "Исток" Агрофирма ООО (ертÿçи А.Илюткин) 50 гектар çинче сахăр кăшманĕ çитĕнтерчĕ, гектартан 400 ц тухăç илчĕ. Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер вара 4 гектар çĕр çинче 1 га пуçне 290 ц купăста туса илчĕ, Вăрмар районĕнчи Г.Ямуков фермер гектартан илнĕ çĕр улми тухăçĕ 540 центнерпа танлашать. Ку кăтартусем, паллах, кирек кама та шухăша ямалла, çĕнĕлле ĕçлеме хистемелле. Патшалăх ял ĕçченĕсене тĕрев парать: çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрать. Ăна тĕллевлĕ тăкакламалли мероприятисен планĕ самай анлă: ял хуçалăхне хывма инвестицисем илсе килессинчен пуçласа мелиорацие аталантарасси таранах. Пĕлтĕр республикăра 1 пин гектар лаптăк çинче шăварнă. Виçĕ çул хушшинче çак лаптăк 10 пин гектар таран ÿсмелле.

ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн 2010 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче йышăннă "Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" Указĕнче хуçалăхсене çакнашкал пулăшу памаллине палăртнă: мелиораци тытăмĕсемпе усă куракан технологисене ĕçе кĕртессипе çыхăннă мероприятисене – тÿрремĕн паракан субсиди мелĕ те, асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме явăçтаракан кредитсем тăрăх процент ставкисене тÿлес енĕпе субсиди парассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштармалла.

Республикăра 2011-2013 çулсем валли "Чăваш Енре мелиорацие аталантарасси" хушма программа та йышăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи постановленийĕпе çирĕплетнĕ мелиораци системисем туян- ма республика бюджетĕнчен субсидисем памалли çинчен калакан правилăра çакăн пек палăртнă: кăçал тата иртнĕ çулăн 4-мĕш кварталĕнче мелиораци техники туянма тăкакланă укçа-тенкĕн 30 процентне Ял хуçалăх министерстви саплаштарать. Ку тĕллевпе 2011 çулта 35 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Программа мелиораци фондне аталантармалли, укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли, палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртмелли енсене тĕпе хурать. Субсиди илнĕ хуçалăхсен шăвармалли системăна ĕçе кĕртмелли сметăн (шутлавпа ăнлантару хучĕпе пĕрле), мелиораци техникине туянмалли договорăн, счет-фактурăсен, тавар накладнойĕн, мелиораци техникине туяннăшăн договорпа килĕшÿллĕн укçа тÿленине ĕнентерекен документсен копийĕсене Ял хуçалăх министерствине тăратмалла. Хуçалăхсем субсидипе мĕнле усă курнине Чăваш Ен Ял хуçалăхĕпе Финанс министерствисем контроллесе тă-рĕç.

2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2 çултан пуçласа 8 çуллăх тапхăрта мелиораци системисемпе тата оборудованийĕсемпе усă курмалли технологие ял хуçалăх производствине кĕртме илнĕ инвестици кредичĕсемпе бюджет шутĕнчен РФ Тĕп банкĕн рефинансировани ставкин 100 проценчĕ чухлĕ субсидилеме палăртнă. Кунта шăвармалли хатĕрсене туянасси те кĕрет.

Ял хуçалăх предприятийĕсене, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене ертсе пыракансен (уйрăм хушма хуçалăх тытакансемсĕр пуçне) мелиораци технологийĕпе усă курса çĕр пулăхлăхне тата тыр-пулпа пахча çимĕç тухăçне ÿстерме патшалăх паракан пур пулăшупа та усă курма тăрăшмалла, çав шутра мелиораци техникине туянма уйăракан кредитсемпе те.

Шăвармалли агрегатсем туянас ыйту кама та пулин интереслентерчĕ пулсан "Управление Чувашмелиоводхоз" ФПУра (Шупашкар хули, тел.: 88352562698) е çак управленин Канаш районĕнчи филиалĕнче (Шăхасан сали, тел.: 88353349683) ыйтса пĕлме пулать.

Г.КАПИТОНОВ, Чăваш мелиораци хуçалăхĕн районти филиалĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика