АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - туберкулез

25 марта 2011 г.

Туберкулеза вăхăтра тупса палăртас тата малалла сарăлассине чарса лартас тĕллевпе çине тăрса ĕçлетпĕр пулин те районта ку енĕпе лару-тăру пур пĕрех çивĕч. Ытти çулсемпе танлаштарсан чирлекенсен шучĕ ÿсрĕ, чылайăшĕн туберкулез вăраха кайнă. Çакна çынсем вăхăтра тĕрĕсленсе тăманнипе сăлтавламалла. Пуçласа туберкулез тупса палăртнисен 4,8 процентне эмел пачах та усă памасть.

Чир шала кайнă çынсен 76,7 проценчĕ – вăхăтлăх ĕçсĕррисем, 18,3 проценчĕ – пенсионерсем. Чирлисен 86,7 проценчĕ эрех-сăрапа ашкăнать, 83,3 проценчĕ пирус мăкăрлантарать. Икĕ çул тата ытларах вăхăт хушши флюрографи тухманнисем – 88,3 процент, чирлисен 6,7 процентне профилактика тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче тупса палăртнă.

Шала кайнă туберкулеза 35-54 çула çитнĕ çынсем хушшинче те тупса палăртатпăр. Ытларах пайĕ – арçынсем.

Туберкулезпа чирлекенсен йышĕ Канаш хули, чукун çул тата автоçулсем çумĕнче вырнаçнă ялсенче уйрăмах пысăк. Кунта Сухайкасси, Уçырма, Атнаш, Шăхасан тата Ямаш ялĕсене асăнса хăварма пулать.

Туберкулеза вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюрографи тĕрĕслевĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче медицина ĕçченĕсем ял халăхне больница транспорчĕпе кайса илсе тĕрĕслев йĕркелеççĕ. 2010 çулта виçĕм çултипе танлаштарсан профилактика ĕçĕн ÿсĕмĕ 3,1 процентпа танлашнă.

Туберкулез чирне "вăй илме" парас мар тесен медицина ĕçченĕсен ял тăрăхĕсенче пурăнакан кашни çынна тĕрĕслев витĕр кăлармалла, предприяти ертÿçисен хăйсен ĕçченĕсене вăхăтра тĕрĕслеве ярса килмелле, ачасене те специалиста вăхăтра кăтартса тăмалла.

Л.АЛЕКСЕЕВА, районти фтизиатр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика