АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç кризисĕ çывхарать

25 марта 2011 г.

ООН ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç организацийĕн генеральнăй директорĕ Жак Дюф апат-çимĕç кризисĕ çывхарни çинчен пĕлтерет. Раççейри шăрăх та типĕ çу, тырра ют çĕршывсене сутма чарни, СШАпа Европăра, çавăн пекех Австралипе Аргентинăра тухăç палăртнинчен сахалтарах пулни апат-çимĕç хакне калама çук ÿстерсе ячĕ. Уйрăмах çупа сахăртан тăвакан çимĕçсен хакĕ ÿсрĕ. Ял хуçалăх производствине аталанма чаракан сăлтавсене сирмесен çитес çулсенче те хаксем ÿсме пăрахмĕç. Хальхи вăхăтра тĕнчере 1 миллиарда яхăн çын выçăпа аптрать.

Çĕр чăмăрĕ çинчи халăх йышĕ ÿссе пырать. Ăна тивĕçтерме апат-çимĕç çулран çул ытларах та ытларах кирлĕ. Çитес 40 çулта ял хуçалăх производствине 70 процент ÿстермелле, аталанакан çĕршывсенче вара 100 проценчĕпех. Чи малтанах пире укçа ыйтăвĕ такăнтарать. Хальхи вăхăтра патшалăх ял хуçалăхне 5 процент укçа çеç уйăрать. Çак пулăшăва 1980 çулти виçене – 19 процента çитерсе çулталăкне 44 миллиард доллар уйăрмалла. 1970 çулта çакăн пек туни Азипе Латин Америкине выçлăхран хăтарнă.

Сахал тупăшлă тата апат-çимĕç çитмен çĕршывсенче ял хуçалăхне аталанма 5 процента яхăн укçа уйăраççĕ, ăна сахалтан та 10 процента çитермелле. Хамăрăн тата ют çĕршывсен ятарлă инвестицийĕ çулталăкне 140 миллиард доллара çывхарать, вăл 200 миллиарда çитмелле. Хĕç-пăшалланма вара çулсеренех 1,5 триллион доллар каять.

Экономикăна пĕрле çыхăнса аталантарас шутпа тунă организацине кĕрекен çĕршывсем хăйсен ял хуçалăх предприятийĕсене çулсеренех 365 миллиард долларлăх пулăшу кÿ-реççĕ.

Шăрăх та типĕ çу йĕпе çупа черетленсе пыни шыва мĕнле тăкакланине тĕрĕслесе тăма, шыв упрамалли резервуарсем тума хистет.

Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕнче пурте пĕр шухăшлă пулса калаçса татăлмасăр суту-илÿри чарусене йышăнмалла мар, рынок тăтăшах лăканса тăнине те шута илмелле. Ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнче спекуляцирен хăтăлма çĕнĕ мерăсем йышăнмалла, унта уççăнлăхпа тирпейлĕх хуçаланма тытăнмалла.

Кризис пуçланичченех ăна пĕтернинчен ырри нимĕн те çук. Енчен те пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен канашлусенче янăракан хĕрÿ сăмахсемпе шантарусене ĕçпе çирĕплетмесен пăлхану ÿсет çеç. Хальхи вăхăтра çĕр чăмăрĕ çинче 6,9 миллиард çын пурăнать пулсан, 2050 çул тĕлне çак хисеп 9,1 миллиарда çитмелле. Ун чухне пăлхав мĕн патне илсе çитерессе вара никам та татса калаймĕ.

Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика