АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра кăна мар

25 марта 2011 г.

Кашни çулах Ленин ÿтне мавзолейран кăларасси пирки калаçаççĕ. Калăсăн, урăх ĕç те çук. Анчах та мавзолейсем Мускавра кăна мар-ха.

Паянхи куна тĕнчере мĕнпурĕ тăватă мавзолей – Мускавра, Пхеньянра, Пекинра тата Ханоере. Софири Георгий Димитров выртакан çурта (унтах саркофагра çул пуç ÿчĕ те упраннă) 1999 çулта пăснă.

Пур çĕршывра та мавзолейсене ирĕккĕнех кĕрсе çÿреме пулать. Тĕслĕхрен, Пекинра, Тяньаньмэнь лапамĕнче, КНР ертÿçине халалланă питĕ пысăк мавзолей çĕкленĕ. Паллă ертÿçĕ хĕрлĕ ялавпа витнĕ хрусталь тупăкра выртать. Вьетнам ертÿçине Хо Ши Мин кĕлеткине вара пĕтĕмпех курма пулать – вăл симĕсрех тĕслĕ тумпа. Çурçĕр Корейăри мавзолей кунта пурăнакансемшĕн чи чаплă вырăн пулса тăнă, çынсем ушкăнăн-ушкăнăн килсе пуç таяççĕ. Хальлĕхе мавзолейсенчен унта выртакан кĕлеткене илсе тухасси пирки сăмах-юмах пулман.

Раççей çыннисем Ленинпа унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн шухăшлаççĕ?

(Халăх шухăш-кăмăлĕ)

34 проц. – Ленин ячĕ истоирире сыхланса юлать, анчах та ун хыççăн текех никам та каймĕ.

22 проц. – Ленин шухăшĕсене ун хыççăн кайнисем пăсса кăтартнă.

17 проц. – Ленин пирĕн çĕршыва чăнлăхпа аталану çулĕ çине кăларчĕ.

16 проц. – Ленин пирĕн çĕршыва суя çулпа ертсе кайрĕ, япăх пурнăçпа инкексен сăлтавĕ çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ.

15 проц. – Ленин çынсен чи лайăх шухăшĕсемпе шанчăкĕ çине тĕревленсе вĕсене çутă малашлăха çитересшĕн пулнă.

10 проц. – Ленин усал çын пулнă, çĕршыва пусмăрласа урăхлатма хăтланнă.

Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика